Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр правилине пăснăшăн – протокол

15 декабря 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн ГИБДД службинче хальхи вăхăтра пилĕк инспектор тăрăшать. Вĕсем, çул-йĕр правилисене пăсакансене тата ÿсĕрле руль умне ларакан водительсене тытса чарас тĕллевпе, тăтăшах рейдсемпе операцисем ирттереççĕ.

Кăçал январь-ноябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче 21 авари пулнине, вĕсенче 4 çын вилнине, 30 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 20 аварире 4 çын пурнăçран уйрăлнине, 22 çын суранланнине шута илнĕччĕ.

Çул-йĕр правилисене тĕрлĕ майпа пăснă фактсем тăрăх 11 уйăхра инспекторсем пурĕ 1752 протокол çырнă. Вĕсенчен 105-шĕ – водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе, 656-шĕ – вĕсем хăвăртлăх йĕркине пăхăнманнипе, 71-шĕ – çуран çула тухнă граждансем хăрушсăрлăх правилине пăснипе, 30-шĕ – палăртнă вырăнсенче водительсем çуран пынă çынсене çул урлă ирĕккĕн каçма ирĕк паманнипе, 179-шĕ – хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 34-шĕ – штраф суммине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă. Тĕрлĕ штрафсен сумми 650 пин те 250 тенкĕпе танлашать.

Руль умне ÿсĕрле ларма юраманни, хĕрĕнкĕ водитель хăйĕн тата ыттисен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратни пирки нумай калаçатпăр, çыратпăр. Шел, ÿсĕр водительсен шучĕ чакни курăнмасть. Вĕсене ытларах тупса палăртас тĕллевпе декабрĕн 13-16-мĕшĕсенче район территорийĕнче ятарлă рейд ирттеретпĕр. Водительсене çул çине яланах урă пуçпа тухма сĕнетпĕр. Кун пек чухне палăртнă вырăна е киле тĕрĕс-тĕкел çитме пулать.

Ноябрь уйăхĕнче пĕр авари пулнине регистрациленĕ. "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçул çинче, Шăмăршăри тимĕр-бетон кĕпер таврашĕнче, каçхине, грузовик райцентрта пурăнакан пĕр хĕрарăма çапса хăварнă. Çак хĕрарăм, шел, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман, автомашинăсем çÿрекен çулпах утнă. Аманнă çынна тÿрех больницăна леçнĕ.

Çул-йĕрсем çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те тимлĕ пулма ыйтатпăр. Хальхи вăхăтра, çул-йĕрсем пăрлак тăнă май, водительсене хăвăртлăх йĕркине тата дистанци режимне çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика