15 декабря 2012 г.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви кăçал тăватă тапхăра пынă "Шанчăклă кил-çурт, подъезд, хваттер" операци йĕркелесе ирттерчĕ. Ку вăл ахальтен мар: республикăра хваттере, кил-çурта çаратнă тĕслĕхсем сахал мар. Акă, кăçалхи 11 уйăхра пирĕн районта хваттере, кил-çурта вăрăсем куç хывнă 28 факта регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта 25 тĕслĕхе шута илнĕччĕ). Операци тапхăрĕсенче – унăн юлашки вунă кунлăхĕ нумаях пулмасть иртрĕ – учрежденисене, предприятисемпе организацисене, граждансен харпăрлăхĕнчи çуртсемпе хваттерсене хăрушлăх пирки систерекен сигнализаци оборудованине вырнаçтарасси малалла пынă, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркеленĕ.
Сигнализаци проводкисене чÿречесемпе алăксем таврашĕнче, ытти вырăнсенче карса тухаççĕ. Енчен те вăрăсем çĕмĕрсе е рамăсене илсе шала кĕрес пулсан, сигнал тÿрех полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне çитет. Вăрăсем хăш объекта куç хывни тÿрех палăрать. Оперативлă шырав ушкăнĕ вара кĕске вăхăтрах вырăна çитсе вăрăсене арестлеме пултарать.
Районти шкулсемпе ача сачĕсенче сигнализаци оборудованине вырнаçтарнă ĕнтĕ. Шел, граждансем çак майпа хăйсен пурлăхне упрама тăрăшни, сигнализаци кнопкине вырнаçтарма васкани питех сисĕнмест. Граждансене полицин ведомство тулашĕнчи сыхлав службин пулăшăвĕпе туллинрех усă курма сĕнетпĕр.
Çак службăн пулăшăвĕпе усă курас текенсене районти полици уйрăмĕн начальникĕ патне килме, ун патне заявлени тăратма ыйтатпăр. Кун хыççăн сирĕн ыйтăвăра кĕске вăхăтрах тивĕçтерĕç. Сигнализаци – шанчăклă хÿтлĕх.