15 декабря 2012 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 135-140, 142-143, 145-147 номерсенче.)
В.Кудряшов аслă инспектор вара çапла йышăну тунă: çĕрле ресторан таврашĕнче засадăра лармалла. Çак ушкăна И.Мулунов участковăя, мана тата ресторан директорне – милицин штатра тăман сотрудникне И.Леонтьева кĕртрĕç. Çапла вара, кăнтăрла ĕçлетпĕр те кăштах канатпăр, çĕрле 11 сехетре засадăна ларатпăр, тул çутăличчен сыхлатпăр. И.Леонтьевпа иксĕмĕр ресторан кухнинче тăтăмăр, иккĕн – урамра. Çапла майпа 3 талăк иртсе кайрĕ. Тăваттăмĕш талăкра, çĕрле 2 сехетре эпир В.Кудряшовпа пĕрле Космовский урамĕпе унтала-кунталла утса çÿреттĕмĕр, час-часах ресторан еннелле пăха-пăха илеттĕмĕр. Кĕтмен çĕртен ресторанта лампочкăсене çутса ячĕç те, пĕрлех пăшал сасси те янăраса кайрĕ. Эпир тÿрех ресторан картишне чупса кĕтĕмĕр те иккĕмĕш хутри чÿрече тĕлне тăратнă вăрăм пусмана куртăмăр. В.Кудряшовпа иксĕмĕр çак пусма тăрăх хăпарса кухньăна кĕтĕмĕр, И.Леонтьевпа И.Мулунов палламан çыннăн суранланнă аллине çыхса янине куртăмăр. Милици сотрудникĕ табель пистолечĕпе усă курнă май, вăрра тытса чарнă вырăна милици начальникне тата район прокурорне чĕнтерсе илтĕмĕр. Тытса чарнă çын сăн-питрен Вăтам Азири çын пек курăнатчĕ, вырăсла аран-аран калаçатчĕ. И.Леонтьевпа И.Мулуновран çакна пĕлтĕмĕр. Вăрă кухньăна кĕрсе тăрсан директорпа участковăй хăйсене палăртмасăр тăнă, кукăр алăллă çын малалла мĕн тăвасса кĕтнĕ. "Çĕрлехи кĕтмен хăна" буфета кĕрсе укçа, апат-çимĕç, пирус, алкоголь-шĕвекĕсем шырама тытăннă. Çак вăхăтра Леонтьев ресторанта свет çутса ярать, Мулунов пистолетне кăларса: "Руки вверх!" тесе кăшкăрать. Лешĕ тÿрех аллисене çĕкленĕ, пĕр аллинче кухня çĕççи пулнă. Çак çĕççе хăй çине вăркăнтарать пулĕ тесе шутласа, Мулунов ăна çĕçĕ тытнă аллинчен кĕрĕслеттернĕ. Вăтам Ази çыннисем çĕçĕсемпе питĕ тĕл пенине пĕрре мар курнă эпир кинофильмсенче. Вăл чăнах та участковăй еннелле çак çĕççе вăркăнтарма пултарнă, Мулунов хĕç-пăшалпа тĕрĕс усă курнă тесе çирĕплетнĕ прокурор.
Вăтам Азирен килнĕ çын, следстви çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн районти пĕр ял хĕрне качча илнĕ пулнă. Темиçе çул вăтам Азире пурăннă хыççăн хĕрарăм хăйĕн ачипе ашшĕ-амăшĕ патне тарса килнĕ. Анчах та ăна киле кĕртмен – каялла хăйĕн республикине тухса кайма ыйтнă. Арçын çула тухма васкаман, укçи пĕтсе çитсен ресторана çаратма шутланă. Ют пурлăха хапсăннăшăн унăн колоние кайма тивнĕ.
Професси ăсталăхĕ енĕпе шалти ĕçсен пайĕнче вăл тапхăрта В.Кудряшовпа танлашакан сотрудник пулман. Çакна шута илсе ăна участковăй инспекторсен службин начальникĕ пулма çирĕплетнĕ.