15 декабря 2012 г.
ÇАК кунсенче пĕрремĕш класра вĕренекенсем хăйсен класс ертÿçипе шкул библиотекинче экскурсинче пулчĕç. Кунта вĕсене Г.К. Валиева библиотекарь тата юмахри сăнар Мефодий ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Мефодий чи малтанах ачасемпе паллашрĕ. Вĕсене çырса пĕтереймен сăвă йĕркисене каласа пачĕ. Ачасем рифма тăрăх çав сăмахсене тавçăрса тупса пычĕç. Кĕнекепе мĕнле ĕçлемеллине тата ăна упрамаллине аса илчĕç.
Гузель Касимовна тĕплĕнрех библиотекăн пуянлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кунта вĕренмелли кĕнекесемсĕр пуçне тата илемлĕ вулав литератури те нумай иккен. Ытларах чăваш, вырăс тата тутар чĕлхипе çырнă кĕнекесене илсе вулама пулать. Ачасем тата электронлă пособипе те усă курма пултараççĕ. Библиотекарь кунта ачасен хăйсене тĕрĕс тытмаллине, кĕнекесене тирпейлĕ тытмаллине, вăхăтра тавăрса памаллине асăрхаттарчĕ.
Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ тетпĕр. Халĕ информаципе коммуникативлă технологи вăйлă аталаннă пулсан та ачасен кĕнеке вулама манмалла мар. Мĕн пĕчĕкренех вулас туртăма аталантармалла, ачасене кĕнекене юратма вĕрентмелле. Ашшĕ-амăшĕн те хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле кĕнеке вулани пысăк усă пулĕччĕ.
Çак ачасем те малашне кĕнекепе çывăх туслашасса шанса тăратпăр.