Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Кузнецов – халăх чĕринче…

03 июля 2013 г.

В.Кузнецов – халăх чĕринче…

Пуянкасси ял тăрăхĕнче Афган вăрçинче пуçне хунă Кахăрлă Шăхаль каччине Валерий Кузнецова асăнса футбол вăййисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Июнĕн юлашки вырсарни кунне çак тăрăхра пурăнакансем кăна мар, кÿ- ршĕллĕ ялсемпе регионсенчи çынсем те кĕтеççĕ. Шăпах çак вăхăтра йĕркелеççĕ те спорт уявне.

Афган вăрçи... Унта пулса курнă каччăсем çав çулсене нихăçан та манмаççĕ. 18-20 çултискерсем вилĕмпе куçа-куçăн тăнă, вĕсене кашни кĕтесрех тăшман сыхласа тăнă. Миçе çамрăкăн пурнăçĕ татăлнă çак вăрçăра, миçе ашшĕ-амăшĕ ывăлне киле сывă кĕтсе илеймен; Цинк тупăк умĕнче хура тутăр çыхнă амăшĕ, аппăшĕ-семпе йăмăкĕсем, вăрттăн-вăрттăн куççульне шăлакан ашшĕ, тетĕшĕсемпе шăллĕсем, ассăн-ассăн сывлакан тăванĕсем, юлташĕсем, ял-йыш... Çакăнтан пысăкрах хуйхă пур-ши;

Кахăрлă Шăхалĕнчи Кузнецовсем те ывăлне «ырă-сывă каялла çаврăнса килмелле пултăр» тесе ăсатнă, Валерий лайăх салтак пуласса шаннă. Ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен пил сăмахне итленĕ те салтак ачисем сĕтел хушшинчен тухса пуç çапнă, пÿртрен тухсанах салтак юррине тăсса янă: «Крыльца çине тухрăм, çÿле пăхрăм хур кайăксем, ой, епле вĕçнине. Хур кайăксем вĕçеç карталанса, кайри мала, ой, тесе ан калăр...» Хурлăхлă юрă ял çийĕн инçе-инçе саланнă. Валерий утса кайнă çулпа каялла таврăнайман, çуралнă килне ăна цинк тупăкпа илсе килнĕ...

Унтанпа шыв-шур нумай юхса иртрĕ, çул хыççăн çул хыçа юлчĕ. Воин-интернационалист вилнĕренпе 32 çул çитрĕ пулсан та Мария Васильевна (амăшĕ) çак хушăра ăна аса илмен пĕр кун та иртмен пулĕ. Ывăлĕн юлташĕсемпе, афганецсемпе калаçнă чухне унăн куçĕсенчен вĕçĕмсĕр куççуль шăпăртатать. Ял-йыш та Валерий Кузнецова манмасть, асрах тытать. Ун ячĕпе çулсерен футбол тата ытти спорт вăййисем йĕркелеççĕ. Кăçал та Пуянкассинчи стадионта ир пуçласа каçченех çын татăлмарĕ. Вылякансем те, курма пыракансем те нумайăн пулчĕç.

Вăйăсем пуçланиччен Валерий Кузнецова аса илсе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин, республикăри Афганистан вăрçин ветеранĕсен Канашĕн правлени членĕ Николай Зайцев, районти Афганистан вăрçин Канашĕн председателĕ Владислав Федотов, воин-интернационалистăн юлташĕсем сăмах каларĕç. Ялти çамрăксем литмонтаж кăтартрĕç. Пысăк ушкăн масар çине кайса Валерийĕн вил тăпри умĕнче пуç тайрĕ, чечек кăшăлĕ хучĕ.

Футбол вăййисем хĕрÿ те интереслĕ иртрĕç. Куçса çÿ- рекен кубокшăн кашни команда тăрăшса вылярĕ. Пĕлтĕр кубока Пуянкассисем хăйсем патĕ-нче хăварма пултарчĕç пулсан, хальхинче ăна Тутарстанри «Çĕнĕ Çĕпрел» командăна парса яма тиврĕ. Вĕсем турнирта ыттисенчен ăнăçлăрах выляса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. «Хамăр ял» (Пуянкасси ял тăрăхĕ) – иккĕмĕш, Ульяновскри аслă авиаци училищин команди – виççĕмĕш.

Вăйăсенче чи лайăх вылякансене те палăртрĕç: вратарь – Ю.Осипов («Чăваш Çĕпрел»), тапăнса вылякан – А.Коновалов (Ульяновскри аслă авиаци училищин команди), çурма хÿтĕ-левçĕ – Ю.Ефимов («Хамăр ял»), хÿтĕлевçĕ – П.Кузьмин («Хамăр ял»). Хапхана чи нумай мечĕк тапса кĕртекенĕ – П.Краснов («Çĕнĕ Çĕпрел»).

Волейбол турнирĕ те интереслĕ пулчĕ. Кунта ăнăçу Пуянкасси ял тăрăхĕн командинче пулчĕ. «Афганцы» команда – иккĕмĕш, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи «Куршанкă Шăхаль» команда – виççĕмĕш.

Çăмăл атлетикăна юратакансем 60, 100, 400 метрлă дистанцисене чупса ăмăртрĕç. Вĕсем хушшинче ача садне çÿрекенсем, шкул ачисем, хĕрсемпе каччăсем, çулланнисем те пулчĕç. Ку ăмăртусене Валерий Кузнецовăн йăмăкĕ Лариса йĕркелерĕ. Парнесене К.Макаров, А.Иванов, С.Гладков, В.Казеев (ача садне çÿрекенсем), Д.Макаров, Н.Никифоров, И.Петров, А.Макарова, А.Казеева, С.Пушкина (кĕçĕн классенче вĕренекенсем), В.Макаров, В.Макаров, С.Захаров, Р.Казеева, С.Хорасева, А.Мондрякова (аслă классенчи шкул ачисем), И.Тимофеева, Н.Кувшинова, И.Тимофеева, С.Пушкин, В.Тимофеев, В.Шумилов (çитĕннисем), Н.Богатнова, С.Калашникова, А.Пушкина (18-35 çулсенчи хĕр-хĕрарăмсем) тивĕçрĕç.

Валерий Кузнецов воин-интернационалиста асăнса ирттерекен турнира йĕркелекенĕ-сем – Валерий амăшĕ, шăллĕ- пе йăмăкĕсем, тăванĕсем. Спонсорсем те пулчĕç, вĕсем – сахал яваплă «РЭМИКС» общество (производство директорĕн çумĕ О.Ефимов), «Макаров Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, «Автозапчасти» лавкка (А.Ларионов), «Оникс» («Харитонов» хресчен (фермер) хуçалăхĕ), «Шумер» лавкка (Е.Кудряшов), «Нива» (В.Юманов), В.Трофимов предприниматель, «Грузоперевозки по России» фирма (В.Обожгеев) тата ял çыннисем С.Андронов, В.Шумилов, В.Кузнецов. Çак ырă кăмăллă та тарават çынсене, вăйăсен судйисене, Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацине Кузнецовсен çемйи чĕререн тав тăвать, малашнехи ĕçĕсенче ăнăçу сунать.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика