Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступлени тунине курсан…

03 июля 2013 г.

Ял Çыннисем районти полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне тĕрлĕ сăлтавпа шăнкăравлаççĕ. Вăл е ку ялта çынна хĕнени, ют пурлăха вăрлани е административлă йĕркене пăсни пирки информаци илсенех полицин оперативлă шырав ушкăнĕ çула тухать. Нумай чухне вырăна çитсен никама та курма çук. Кама камсем хĕненĕ; Ăçта мĕн çаратнă; Полицие 02 телефонпа шăнкăравлаканни те курăнмасть (дежурнăй чаç сотрудникĕпе калаçнă чухне ят-шывне пĕлтермен). Преступлени тунă е административлă право йĕркине пăснă çын (çынсем) йĕрĕ çине ÿкиччен хаклă вăхăт нумай çухалать. «Вĕри йĕр» тăрăх кайнă чухне пĕчĕк çеç информаци те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çавна май эпир граждансенчен пулăшу ыйтатпăр. Урамра, обществăлла вырăнсенче право йĕркине пăснине асăрхасан, çак факта телефонпа ÿкерсе илме е преступлени тăвакансен автомашинин номерне çырса хума, транспорт хатĕрĕ мĕн тĕслĕ пулнине ас туса юлма (ÿкерсе илсен лайăхрах) сĕнетпĕр. Хăш-пĕрисем хăйсем пирки пĕлтересшĕн мар. Эпир, граждансен сĕнĕвне шута илсе, ят-шыва вăрттăнлăхра хăваратпăр. Çакăн пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Информацие вăрттăн илессипе çыхăннă çул-йĕрсем полицин нумай.

Çапла вара, преступлени тунине е административлă право йĕркине пăснине асăрхасанах полицие 2-33-73 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Кун пек чухне çÿлерех асăннă йĕркесене пурнăçлама ыйтатпăр.

Н.ТЕПИТОВ,

полицин участковăй уполномоченнăйĕсен

службин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика