Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникул усăллă ирттĕр

03 июля 2013 г.

ЧĂВАШ Республикин Шалти ĕçсен министрĕн приказĕпе килĕшÿллĕн, ачасен çуллахи каникулĕ вăхăтĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, «Çул çитмен çамрăк» профилактика операцийĕ иртет. Ăна 3 тапхăрпа йĕркелеççĕ. Июнĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 28-мĕшĕччен операцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ.

Полицин районти уйрăмĕн сотрудникĕсем çак тапхăрта профилактика субъекчĕсен ытти ĕçченĕ-семпе пĕрле, малтан палăртнă графикпа килĕшÿ-ллĕн, ялсене çÿрерĕç, çул çитменнисем право йĕркисене мĕнлерех пурнăçланине, çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене еплерех пăхăннине, урамра е обществăлла вырăнсенче хăйсене еплерех тытнине (ÿсĕр мар-и, табак туртмаççĕ-и, наркотиксемпе усă курни палăрмасть-и;) тата ыттине тĕрĕслерĕç. Пĕрлех социаллăх тĕлĕшпе йывăртарах лару-тăру хуçаланакан çемьесенче ачасем еплерех пурăннипе те кăсăкланчĕç (ачасем усăсăр – унта-кунта çапкаланса çÿремеççĕ-и, ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлать-и;).

Июлĕн 15-24-мĕшĕсенче операцин иккĕмĕш, августăн 5-14-мĕшĕсенче виççĕмĕш тапхăрĕсем иртмелли пирки те асăнса хăварас килет.

Каникул кунĕсене ачасем усăллă та интереслĕ ирттерчĕр тесе тăрăшасси пирки ашшĕ-амăшĕн манмалла мар. Ачасене килти хуçалăхра юнашар тăратса ĕçлеттермелле. Ĕçпе кану юнашар пыччĕр.

Н.МАЗЯКОВА,

полицин çул çитменсемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика