Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан кивелми юрăсем

03 июля 2013 г.

Нихăçан кивелми юрăсем

(Ф.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май)

Чăвашсен паллă композиторĕ Ф.Лукин, Красноармейски районĕнчи Çавал Çырма ялĕнче 1913 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче çуралнăскер, пурăннă пулсан паян шăпах 100 çул тултармаллаччĕ. Шел, шăпах пултарулăх тапхăрĕ чи çÿллĕ шая çĕкленнĕ вăхăтра çут тĕнчерен уйрăлнă.

Шкул хыççăн, 1928 çулта, пулас композитор Шупашкарти музыка училищине кайса кĕнĕ, 1935-1942 çулсенче Мускаври консерваторире музыка пĕлĕвĕ илнĕ.

Ф.Лукинăн пултарулăх çулĕ иртнĕ ĕмĕрти вăтăрмĕш çулсенче пуçланнă. Çамрăк композитор юрă хыççăн юрă кĕвĕленĕ, вĕсем çийĕнчех халăхра анлăн сарăлнă. Вăл – вуншар та вуншар юрă, романс, сюита авторĕ. Юрăсем çырнисемсĕр пуçне, Филипп Миронович нумай спектакле музыка тĕлĕшĕнчен илемлетнĕ.

Композитор педагог, дирижер пулнипе те паллă. Консерватори пĕтернĕ хыççăн вăл 1942-1956 çулсенче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тĕп дирижерĕ, 1957-1959 çулсенче Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ тата илемлĕх ертÿçи пулнă, каярахпа Шупашкарти музыка училищин хорпа дирижер уйрăмĕн преподавателĕнче ĕçленĕ.

Ф.Лукин общество ĕçне те хастар хутшăннă. Ăна тĕрлĕ шайри халăх депутатне суйланă. Вăл çавăн пекех тĕрлĕ çулсенче РСФСР, СССР Композиторсен союзĕсен правленийĕсен членĕ, РСФСР патшалăх премийĕсене парас тĕлĕшпе ĕçленĕ комисси членĕ, Азипе Африка çĕр-шывĕ-сен пĕрлĕхĕн членĕ пулнă. Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче Ф.Лукин ертсе пынă Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ Калинин тата Брянск фрончĕ-сенче 130 концерт кăтартнă.

Ф.Лукин 1941 çултанпа СССР Композиторсен союзĕн членĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлне, пултарулăхне Тăван çĕр-шыв тивĕçлипе хакланă, нумай орден-медальсемпе наградăланă. Ăна 1945 çулта Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, 1960 çулта РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, 1970 çулта РСФСР халăх артисчĕн, 1972 çулта Дагестан АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене панă.

Филипп Миронович Лукин – СССР Патшалăх премине (1952) тивĕçнĕ пĕртен пĕр чăваш композиторĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

УÇланкăри палан

Сăвви Юрий Сементерĕн

Кĕвви Филипп Лукинăн

 

Уçланкăри палан

Шап-шурă çурăлсан

Эпир сăмах татсаччĕ санпалан.

Кĕрхи кунсем çитсен,

Паланăмăр пиçсен

Эс таврăнма пулсаччĕ аякран.

 

Сана ăсатсанах

Тăм тиврĕ палана,

Шап-шур чечекĕ ÿкрĕ çĕр çине.

Çавна эс пĕлтĕн-ши,

Çавна эс сисрĕн-ши, –

Тăван яла килмерĕн кĕркунне.

 

Мана курсан ялан

Пуçне усать палан,

Туять пуль эпĕ саншăн çуннине.

Ан ман, савни, ан ман,

Халь хĕп-хĕрлех палан,

Пире кĕтсе упрать вăл çырлине.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика