Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асфальт та пулăшу ыйтать

06 июля 2013 г.

Çакнашкал çул вара кĕске çула та вăрăмлатать, хаклă вăхăта çухатать. Шăмăршăри çул-йĕр саракан тата юсакан участокра çакна асрах тытаççĕ.

– Çулсене пăхса тăрасси, юсасси – пирĕн тĕп тивĕç, – тет унăн ертÿçи В.Вашуркин.

Вячеслав Витальевич каланă тăрăх, çак кунсенче Шăмăршă-Анат Чаткас çула юсассине вĕçленĕ, шăтăк-путăксене сапласа тухнă. Халĕ ку ĕç Пуянкассине тĕп трассăпа çыхăнтаракан çул çинче пырать.

Пурнăç улшăннă май ĕç технологийĕпе меслечĕсем те çĕнелсех пыраççĕ. Халĕ çул юсанă çĕрте БЦМ установкăпа анлăн усă кураççĕ. Унăн эффективлăхĕ чăннипех пысăк: çула хăех шăлса тасатать, путăк-шăтăка битум эмульсийĕпе хутăштарнă вак чулпа тултарать. Установкăна вырнаçтарнă автомашинăна И.Паймина шанса панă. Операторĕ – кунта нумай çул вăй хуракан опытлă механизатор А.Лукиянов, ăна пулăшаканĕ – Ю.Цухло.

Шăмăршăпа Чукал хушшинчи çул та вырăн-вырăнпа самаях «çĕтĕлнĕ» – саплама вăхăт. Ертÿçĕ каланă тăрăх, ку ĕçе çак уйăхăн çурринче пуçласшăн.

Халĕ – ял урамĕсенче те асфальт. Кăçал вĕсене Анат Чаткас, Палтиел, Хайпăла ялĕсенче тĕпрен юсанă, çавăн пекех Шăмăршă-Анат Чаткас çул çине 1400 метр тăршшĕ çĕнетсе асфальт сарнă. Ку ĕçсене ялсен администрацийĕсемпе маларах тунă килĕшÿсемпе пурнăçланă.

«Кил-çурт таврашĕ» программа та пурнăçа кĕрсе пырать. Çул-йĕр ăстисем, В.Кудряшов мастер ертсе пынипе, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче ятарлă тăватă площадка тăваççĕ.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика