Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрмавсем пулмĕç

06 июля 2013 г.

Тин çеç çур аки ирттернĕ пекчĕ – мĕн акса хăварнине пуçтарса кĕртме те вăхăт çитсе пырать. Ĕлĕк хресчен çурла-çава хатĕрленĕ пулсан, халĕ вĕсене комбайнсем улăштараççĕ.

Кăçал пирĕн пĕрчĕллĕ культурăсене 1200 гектар çинчен пухса илмелле: 150 гектар урпа, ытти – тулă. Вырмана икĕ ДОН-1500 «уй-хир карапĕ» хутшăнать. Вĕсене кăçал та икĕ Толя – Петровпа Данилов – «ишеве» илсе тухĕç. Сăмах май, Анатолий Федорович та, Анатолий Иванович та – опытлă механизаторсем, хуçалăхра нумай çул ĕçлеççĕ. Вырмана ăнăçлă ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен чăрмав пулмалла мар. Комбайнсем те, тырă тасатса сортлакан агрегатсем, йĕтем хатĕрпе пĕрех.

Çитес çулхи тухăç ыйтăвĕ те халех шухăшлаттарать. Халĕ кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлетпĕр. Николай Захаров механизатор тăпрана кăпкалатать.

Кĕр тыррисем ытларах тухăç панине кура вĕсене кăçал та иртнĕ çулсенхисенчен кая мар акса хăварасшăн. Вăрлăхсем çитеççĕ, вĕсем пурте – элита. Минераллă удобренисемпе те усă курăпăр.

В.ЗАХАРОВ, «Колос» ООО ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика