Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 4 пункт уçăлнă

10 июля 2013 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре универсал электрон карттăна (УЭК) илмешкĕн çырнă ыйтусене йышăнакан тепĕр тăватă пункт ĕçлеме пуçланă. Вĕсем ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн уйрăмĕсен никĕсĕсем çинче уçăлнă: Шупашкарăн Мускав районĕнче, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче.

УЭК илес текенсем çавăн пекех уполномоченнăй организацире – ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Медицинăн информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденийĕнче тата «Перекет банкĕ» АУОн виçĕ уйрăмĕнче те заявлени пама пултараççĕ. Ыйту çыраканăн хăйĕнпе пĕрле паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви (СНИЛС), обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ пулмалла. Карттăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлесе парĕç.

Кăçалхи июль уйăхĕнчех Шупашкарăн Ленин районĕнче, Çĕмĕрле хулинче, Муркаш тата Шупашкар районĕсенче заявлени йышăнакан тата УЭК паракан пунктсем уçма планлаççĕ.

Июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне универсал электрон карттăна республикăри 620 çын илнĕ, 1900-шĕ заявлени панă.

Чăваш Енре универсал электрон карттăна илессипе çыхăннă ыйтусене хĕрÿ лини телефонĕпе шăнкăравласа уçăмлатма май пур: 8(8352)32-01-00.

И.БЕЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика