Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пьедестал çинче – И.ЮМАНОВА

13 июля 2013 г.

Пьедестал çинче – И.ЮМАНОВА

Эрне кунранпа пыракан Универсиада шăв-шавĕ Чăваш Енре те лайăх илтĕ-нет. Хусан татах та çывăхланнăн туйăнать.

Анлă Атăл хумĕсем, тăвалла пулин те, июлĕн 10-мĕшĕнче Тутарстан тĕп хулинчен ырă хыпар çитерчĕç: тин çеç Чăваш патшалăх университечĕн дипломне илнĕ чăваш хĕрĕ 20 километрлă дистанцире хăвăрт утас тĕлĕшпе Ирина Юманова кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Часах Интернет урлă хĕрарăмсем 20 километра утса ăмăртнин протоколне илтĕмĕр. Малти виçĕ вырăна йышăннисем пурте – Раççей командинчен.

Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньел ялĕнче çуралнă И.Юманова çамрăксен хушшинче ирттернĕ тĕнче чемпионатĕнче тата 2008 çулхи Тĕнче Кубокĕ-нче иккĕмĕш пулнăччĕ.

Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн Универсиада призерĕ Ирина Юманова «Р-Спорт» информаци агентствин корреспондентне çапла пĕлтернĕ: «Универсиада – пысăк ăмăрту, кунта хутшăнма тивĕç пулни маншăн чи пысăк чыс. Хамăн кăтартупа эпĕ кăмăллă. «Ылтăн» мар пулин те чи пĕлтерĕшли – медаль".

Ю.ПЛОТНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика