Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсем – куç кĕретех

13 июля 2013 г.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ – ял хуçалăхĕн тĕп отраслĕсенчен пĕри. Хуçалăхсен экономика аталанăвĕ унран та нумай килет. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулах илер-ха. Çак тапхăрта районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 183,2 тонна аш-какай туса илнĕ. Пĕчĕк районшăн ку – начар мар кăтарту.

Сĕт суса илесси вара иртнĕ çулхи çак шайран ÿсни курăнать, çур çулта халăх ыйтакан продукци 1494,5 тоннăпа танлашнă. Кашни ĕне вара 2332 килограмм сĕт антарнă. Ку тĕлĕшпе чи пысăк кăтарту – «Исток» сахал яваплă обществăра: ĕне пуçне 2711-шер килограмм.

Хуçалăхсенче выльăх-чĕ-рлĕх шучĕ ÿсни те палăрать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсем 1379 пуçа çитнĕ. Йыша ÿстерес тĕлĕшпе «Мир» хупă акционерлă общество тата «Исток» сахал яваплă общество начар мар ĕçлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пулсан, аш-какайĕ те, сĕчĕ те пулать вĕт.

Хальлĕхе сăвăнакан ĕнесем 645 пуç. Вĕсем «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче пĕлтĕрхинчен нумайрах.

Пилĕк хуçалăхра сыснасем усраççĕ, вĕсем – 850 пуç. Ку кăтарту та иртнĕ çулхинчен лайăхрах. Ама сыснасенчен çур çулта пурĕ 600 ытла çура илнĕ.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче сурăхсем те пур, 394 пуç шутланаççĕ. Вĕсен шучĕ кăçал «Исток» ОООра ÿснĕ, кунта пурĕ 103 путек илнĕ. Апла пулсан, кунта çак выльăх хисепĕ малашне те ÿссе пырасси куç кĕретех.

Ĕç выльăхĕн – лашасен – йышĕ хушăнса пыни те савăнтарать: кĕсри пулсан – тихи те пулать.

Выльăхсен продуктивлăхĕ вĕсене мĕнлерех пăхнинчен килет. Иртнĕ ултă уйăхра, сăмахран, самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 600-шер, сыснасем вара 244 грамм чĕрĕ ÿт хушнă.

Н.ВАЗАНОВ,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика