Çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă тата пахалăхлă ирттернĕшĕн, ял хуçалăх культурисене палăртнă чухлĕ акса хăварнăшăн кăçалхи Акатуйра хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче «Сатеев А.И.» хресчен (фермер) хуçалăхне пĕрремĕш вырăн парса чысларĕç.
Александр Ивановичăн хресчен хуçалăхĕ районти чи пысăкки тесен те йăнăш мар. 1400 гектар çĕр çинче тулă, урпа, сĕлĕ, хура тул, вăрлăхлăх люцерна, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем акнă. Кĕрхи культурăсем пысăк тупăш парас шанăç пур пулсан, çурхисем пирки ун пекех калаймăн. Çанталăкĕ хресчене хирĕç пырать, çумăрпа савăнтармасть. Мĕн тăвас тетĕн, акнине вара пуçтарса кĕртмелле.
– Уй-хиртен çур акиренпе кĕмен тесен те юрать, – каласа парать А.Сатеев. – Ир пуçласа каçчен çĕр хатĕ-рленĕ, тырă акнă. Нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă... Ĕç черетленсе кăна пырать. Леонид Мишкинпа Витя Шаталкин трактористсем тăрăшуллă пулнине палăртас килет.
Выльăх апачĕ хатĕрлемелли вăхăт та сисĕнмесĕ-рех çитнĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче «хурçă утсем» хире вĕçтернĕ, тракторсем хыçĕнче рулон хыççăн рулон выртса юлнă, кайран хĕл валли упранма склада кĕнĕ. 200 тонна паха утă хатĕр. Паллах, выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсенче ытти апат та кирлĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк. Çавăнпа та Александр Иванович сенаж та хывса хăварать. Саппасра пĕлтĕрхи силоспа сенаж та пур, вĕсем лайăх упранаççĕ.
– Хуçалăхра 70 ытла ĕне, сурăхсем, сыснасем тытатпăр, – сăмахне малалла тăсать ертÿçĕ. – Фермăра тăватă çын вăй хурать: Анна Тайруковапа Зина Мандрюкова дояркăсем, Аркадий Филимонов скотник тата кĕтÿçĕ. Çулталăкра пĕр ĕнерен 4 пин ытла килограмм сĕт суса илетпĕр. Ăна ялти предприниматель илсе каять.
Ĕнесене кунта аппаратпа сăваççĕ. Çакă фермăра ĕçлекенсене самай çăмăллăх парать. Аш-какай туса илесси те лайăх пырать.
2012-2013 çулсенчи тапхăрта выльăх-чĕ- рлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тĕлĕшпе районти хресчен (фермер) хуçăлăхĕсем хушшинче «Сатеев А.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ çĕнĕ вите тума палăртнă. Ăна кăçал хăпартса хута ярасшăн. Унта 196 пуç выльăх вырнаçĕ. Кĕçех Калуга облаçĕ-нчен ăратлă 70 пушмак пăру илсе килмелле. Вите тума тата пăрусене туянма Александр Ивановичăн 22 млн тенкĕ каять.
– Уй-хире тухсан чун савăнать, – савăнăçне пытармасть А.Сатеев. – Кунта хама лăпкăн туятăп: тырă-пулă хумханать, кайăк-кĕшĕк юрă юрлать, шăрчăксем чĕриклетеççĕ. Тулса пыракан пучахсене тытса ачашлатăп, вĕсенче – хресчен тарĕпе çитĕнекен çăкăр.
Çапла, вырма вăхăчĕ те инçе мар. Пиçсе çитнĕ тыр-пула пуçтармалла пулать. «Сатеев А.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче уй-хире икĕ комбайн – «Енисейпе» «Палессе» – тухать. Вĕсене сарă тинĕсе Сергей Харитоновпа Юрий Фадеев комбайнерсем илсе тухĕç. Паллах, Фанил Хайбуллов агрономăн та ĕç нумай. Вăл куллен хире тухса тыр-пул мĕнлерех çитĕннине сăнасах тăрать, кирлĕ йышăнусем тăвать.
Машинăпа трактор паркĕ-нчи ĕçсемшĕн Василий Никифоров яваплă. Ял хуçалăх техникисемпе тракторсене яланах юсавра тытмаллине вăл лайăх ăнланать. Хуçалăх техника енчен вара тăлăх мар.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем акнă тыр-пула тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлама тăрăшать. Кăçал А.Сатеев сахал яваплă «Пушара хирĕç страхлакан наци компанийĕ» обществăра страхланă.
Хресчен хуçалăхĕнчи рабочисем – Елена Хватина (бригадир), Наталья Игнатьева, Зоя Кузьмина, Тамара Корчакова, Лилия Багдеева – халĕ йĕтем çине тасатаççĕ, кĕлетсем таврашĕнчи çум курăка çулаççĕ. Паллах, кĕлетсене хурт-кăпшанкă ересрен имçампа пĕрĕхсе тухмалла, дезинфекци тумалла. Ку енĕпе те кунта йывăрлăхсем пулмалла мар.
Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче – акаран пуçласа кĕрхи суха ĕçĕсем пĕтичченех – хресчен хуçăлăхĕнче ĕçлекенсене вĕри апат &¸итереççĕ. Нина Корчакова повар пĕçерекен апат пурин кăмăлне те каять. Вăл чăннипех те тутлă та сĕтеклĕ. Аш-какайĕ те хăйсен ферминченех.
– Эпир вĕллесем те тытатпăр, – пĕлтерчĕ Александр Иванович. – Утарта Вадим Емельянов тăрăшать. Ĕçлекенсене пыл та валеçсе паратпăр. Вăй хуракан çынна хавхалантарсах пымалла. Хуçалăхра тăрăшакансене утă-улăм, тырă та валеçетпĕр.
Мĕн каламалли пур, хресченĕн, çĕр çыннин ĕçĕ çăмăл мар. Апла пулсан та чун-чĕрепе çĕр ĕçне парăннă çын нимĕ-нле йывăрлăх умĕнче те чарăнса тăмасть. Александр Сатеев та ырăпа лайăха шанса малалла пăхать, хуçалăхне аталантармалли, тĕреклетмелли майсем шырать. Пултаруллă та пуçаруллă ертÿçĕн умне лартнă тĕллевĕсем патне çитмелле пултăр, малашне те ĕçĕсем ăнса пыччăр.
А.МИХАЙЛОВ.