Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна юсаççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ

13 июля 2013 г.

УТĂ çи вĕçленни хуçалăхра ĕçсем пĕтнине пĕлтермест: умра – вырма тата кĕр аки. «Карлинская Агрофирма» ертÿçи В.Абсалямов каланă тăрăх, халĕ кунта пикенсех çак ĕçсене хатĕрленеççĕ.

Сăмахран, хальхи вăхăтра Александр Савельев комбайнер хăйĕн ДОН-1500 Б «уй-хир карапне» уя илсе тухма хатĕрлет. Унăн 320 гектар çинчи пĕрчĕ- ллĕ культурăсене пухса кĕртме тивет.

Йĕтем çинчи тырра тасатса сортлакан агрегатсем те ăнăçлă ĕçлĕç, вĕсене Александр Кузьминпа Владимир Кузьмин тĕплĕн юсама тăрăшаççĕ.

Хуçалăхра хура пусă лаптăкĕ 80 гектар йышăнать. Ăна Вячеслав Андреев механизатор пĕр хут сухаланă, çак кунсенчех çак ĕçе тепре пуçăнасшăн: хура пусă чăннипех хура пулмалла. Кĕр тыррисене акса хăварма çĕр хатĕр пуласси пирки иккĕленÿ çук.

20 гектар çинчи сахăр кăшманĕн йăранĕсене те темиçе хутчен кăпкалатса хăварнă, çум курăксенчен, хурт кăпшанкăсенчен хÿтĕлесе хими препарачĕсем пĕрĕхнĕ.

П.ПАДИАРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика