Карапай Шăмăршăри Калинин урамĕнчи Илья Федотовичпа Людмила Леонидовна Давыдовсем çуллен йышлă выльăх-чĕ-рлĕх усраççĕ. Халĕ те, пенсире пулсан та, ĕçчен çемье алă усса лармасть. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче – лаша, ĕне, пушмак тата пăру.
Давыдовсем пăрăва çитĕ-нтерме ĕмĕтленеççĕ. Кил картинче 4 пуç сысна та пур. Вĕсенчен 2-шне – ама сыснасене – çăвăрлаттарнă, çурисене ял çыннисене сутнă. Кунсăр пуçне вăкăр çитĕнтерсе çуркунне какая ăсатнă. Предпринимателе куллен сĕт сутаççĕ. Çапла майпа, ÿр- кенмесĕр ĕçлесе, Давыдовсем хăйсен пенсийĕсене хушма укçапа пуянлатаççĕ.
Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Ĕçчен çемье пай çĕрĕ çинче – вăл 1 гектар йышăнать – нумай çул ÿсекен курăк ÿстерет. Нумаях пулмасть çак лаптăкри курăка çулса, ăна тавăрса типĕтсе паха утă ха- тĕрленĕ. Утă турттарнă, ытти ĕçсем пурнăçланă чухне Давыдовсем лашапа туллин усă кураççĕ.
Ялти хисеплĕ пенсионерсем хăйсен пахчинче çуллен тухăçлă çĕр улмипе выльăх кăшманĕ çитĕнтереççĕ. Вĕсен тухăçĕ кăçал та лайăх пуласси куç кĕрет.
Кил хуçи, Илья Федотович, нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăван колхозра ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ, Людмила Леонидовна, чылай çул вырăнти вăрман пунктĕнче вăй хунă. Вĕсем 2 ывăлпа 1 хĕр çуратса ÿстерсе, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юрий тĕп килтех пурăнма юлнă, хальлĕхе çемье çавăрман-ха. Вăл ашшĕпе амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхма, утă хатĕрлеме пулăшать.
И.АНАНЬЕВ.