Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ мăшăрсене чысларĕç

10 июля 2013 г.

Телейлĕ мăшăрсене чысларĕç

Июлĕн 8-мĕшĕ – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ, унăн палли – салтак тÿми (ромашка). Çак уявăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Ăçтан пуçланса кайнă-ха çак уяв; Иртнĕ ĕмĕрте Муром хулинче пурăннă Петр ятлă кнеçпе чухăн хĕр Феврони хăйсен çемйине сыхласа хăварассишĕн тĕрлĕ йывăрлăхсем тÿссе ирттернĕ. Юратупа шанăçа упраса хăварма пултарнă. Петрпа Февронийĕн пурăнса ирттернĕ йывăр та телейлĕ пурнăçĕ – пур мăшăршăн та ырă тĕслĕх.

Пирĕн районта та çур ĕмĕр ытла юрату ăшшипе, йывăрлăхсене парăнтарса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан телейлĕ çемьесем нумай. Шăпах çак кун, июнĕн 8-мĕшĕнче, Шăмăршăри ЗАГС уйрăмĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Кунта нумай çул хушши пĕрле пурăннă Пăчăрлă Пашьелĕ-нчи Дмитрий Федоровичпа Ольга Ивановна Матвеевсен, Палтиелĕнчи Александр Федоровичпа Ольга Грирорьевна Якушовсен тата Ярăславри тин кăна пĕрлешнĕ Петрпа Ольга Ивановсен çемйисене пуçтарнă.

Дмитрий Федоровичпа Ольга Ивановна Матвеевсем 54 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ, тĕрĕс çул çине тăратнă. Пĕчĕкренех ачисене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Икĕ ывăлĕ ял хуçалăхĕ енне туртăннă, хĕрĕсем вара – медицина ĕçченĕсем. Ачисем ашшĕ-амăшне яланах пулăшса тăраççĕ, мăнукĕсем те час-часах килсе савăнтараççĕ.

Александр Федоровичпа Ольга Григорьевна Якушовсем вара 59 çул пĕрле. Вĕсен кун-çулĕ хĕрÿ ĕçре иртнĕ. Якушовсен пилĕк ача. Пурне те тивĕçлĕ воспитани парса, çĕр-шыва юрăхлă çынсем туса ÿстернĕ. Ачисем халĕ пурте çемьеллĕ. 3 хĕрĕпе 5 мăнукĕ медицина ĕçне суйласа илнĕ.

Матвеевсемпе Якушовсен çемйисем пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсен паха сĕнĕвĕсем паянхи кун ачисене, мăнукĕсене пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăма пулăшаççĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура çак икĕ çемьене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков саламласа «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕ. Çавăн пекех вĕсене Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Т.Антонова, телейлĕ мăшăрсен ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем саламларĕç, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунчĕç, тав сăмахĕсем каларĕç.

Нумай çул хушши пĕрле пурăннă мăшăрсене: «Аса илĕр-ха, епле пуçланса кайнă сирĕн юрату;» – тесе ыйтсан, пĕр вăхăт пурте шухăша кайрĕç. Дмитрий Федоровичпа Ольга Ивановна пĕрремĕш класранах пĕрле вĕреннĕ иккен, шкул пĕтерсен те пĕрлех ĕçлеме тÿр килнĕ, çавăнтан чĕртĕннĕ вĕсен юрату хĕлхемĕ.

«Тракторпа ĕлеме пуçласан, мана Пуянкассине ĕçлеме ячĕç. Пĕрре курсах Улькана килĕштертĕм, кайран качча илтĕм», – аса илчĕ А.Якушов.

Чылай çул пĕрле пурăннă Матвеевсемпе Якушовсем çамрăк Ивановсен çемйине хăйсем пек нумай çул хушши пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнма пехиллерĕç, ваттисене хисеплеме сунчĕç.

Уява Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи коллективсем хăйсен юррисемпе илемлетрĕç, килнĕ хăнасене савăнтарчĕç.

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика