Шăмат кун Хусанта Пĕтĕм тĕнчери студентсен çуллахи XXVII Универсиади уçăлнă. Спортпа туслăх, пĕр шухăшлăх уявне 162 çĕр-шыври 13 пин ытла яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хутшăнать. Юсаса çĕнетнĕ, чаплă аренăсенче спортăн 27 енĕпе çивĕч кĕрешÿ пырĕ. Ку пурсăмăра та савăнтарĕ, чи пултаруллисемпе мăнаçланма сăлтав тупса парĕ.
1959 çулта календаре кĕнĕ Универсиада хăйĕн ĕмĕрĕнче тĕнчипех утса тухрĕ. Унăн ялавĕсем Франци, Итали, Болгари, Венгри, Япони, Испани, Китай, Корея тата ытти çĕр-шыв хулисенче вĕлкĕшрĕç. Шăп 40 çул каялла Универсиадăна Мускав хапăл туса йышăннăччĕ.
Çĕр-шыв чысне хÿтĕлеме чăваш çамрăкĕ-сене те яланах шанаççĕ. Ăсталăхпа савăнтарни сахал мар. Чемпионсем кăна çиччĕн – Николай Пуклаков (1970 çул, 5 км чупасси), Валентина Саломеева (1973, баскетбол), Александра Деверинская (1985, 5 км утасси), Оксана Поставец (1995, 1997, гимнастика), Татьяна Сибилева (2003, 20 км утасси), Ольга Михайлова (2009, 20 км утасси), Ксения Кириллова (2011, сăрт-ту велокросĕ). Парне илме вăй-хал çитернисем те ырă сăмаха тивĕç. Вĕсем – Татьяна Хмелева, Василий Иванов, Екатерина Горбунова, Людмила Кузьмина, Марина Максимова, Нина Охотникова çăмăл атлетсем, Вячеслав Ластухин штангист. Спорт организацийĕсен ертÿçисен, тренерсен пысăк пайĕн тÿпи те пур çак çитĕнÿ-сенче.
Кăçалхи Универсиадăна хутшăнассишĕн 7 чăваш спортсменĕ вăй-хала шеллемерĕ. Раççей чемпионачĕсенче, ытти пысăк ăмăртура ăсталăха туптарĕ, вĕренсе пычĕ.
Ытти чухнехи пекех Раççей командинче çăмăл атлет ытларах. Вĕсемсĕр пуçне Универсиада турнирĕсене Екатерина Краснова кĕрешÿçĕ (июлĕн 14-мĕшĕнче) хутшăнать. Спорт судйисем те пысăк йышпа Хусана çул тытнă – çăмăл атлетика, бадминтон, кĕрешÿ, сĕтелçи теннис ăмăртăвĕсенче ĕçлĕç вĕсем.
Универсиада июлĕн 17-мĕшĕччен пырĕ.