Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусем тавра

10 июля 2013 г.

ТУНТИ КУН район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ирттернĕ канашлура чи çивĕч ыйтусенчен пĕри Шăмăршăпа ытти ялсен урамĕсене çÿп-çапран тата хыт-хураран тасатасси пулчĕ. Районăн унчченхи ырă ятне каялла тавăрассишĕн çанăсене тавăрса, тар юхтарса ĕçлемелле. Кашни ĕç коллективĕ хăйĕн организаци, учреждени йĕри-таврашĕнче тирпейлесе пуçтарса тăма тÿрремĕнех яваплă. Техника паркĕсемпе фермăсен территорийĕсене те ашкăрса ÿсекен вĕлтĕ-ренпе пиçенрен тасатмалла, çул хĕррисене çулса тăкмалла. Ял çыннисемпе ăнлантару ĕçне ирттермелле: çурт умĕнче вĕлтĕренпе эрĕм кашласа ÿсни, çÿп-çап йăваланса выртни тăван ял ятне ярать вĕт-ха. «Эпир Шăмăршă районĕнче пурăнатпăр, апла пулсан район чысĕшĕн пурин те пĕр çын пек пулса, чăн-чăн патриот пулса тăрăшмалла», – терĕ В.Фадеев.

Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн ертÿçи Н.Игнатьева районти виçĕ шкулта юсав ĕçĕсем еплерех пурнăçланни çинчен каласа пачĕ.

Шăмăршă больницин тĕп врачĕ И.Смирнова инфекци отделенийĕнче, бак-лабораторипе апат-çимĕç хатĕрлекен блокра юсав ĕçĕсем вĕçленнине пĕлтерчĕ.

Калаçу тыр-пул пуçтарса кĕртессипе, выльăх апачĕ хатĕрлессипе, вут-кăвартан сыхă тăрассипе, шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулассипе çыхăннă ыйтусем тавра та пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ертÿçĕсен яваплăха çирĕп туймаллине палăртрĕ.

Т.ФЕДОТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика