Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбиляра – Тав çырăвĕ

10 июля 2013 г.

ПУРНĂÇРА кашни çыннăнах ĕмĕрлĕхе асра юлмалли самант пулать. Çакă унăн çывăх çыннисемшĕн те паллă пулăм. Çак кунсенче кăна-ха, акă, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Пуянкасси ял тăрăхĕн ертÿçи А.Кузьмин Пуянкассинчи Андреевсен килĕнче пулнă. Ахальтен мар: кунта пурăнакан Лидия Николаевна июль уйăхĕн 3-мĕшĕнче хăй çуралнине шăпах 90-мĕш хут уявланă. Юбилей ячĕпе Валерий Петрович ăна Раççей Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысланă, çак çула пурăнса çитнĕ хисеплĕ ватă çынна хаклă парне те панă, ырлăх-сывлăх, телей суннă.

Л.Андреева Тутар АССРĕнчи Çĕпрел районĕнче Хурăнвар Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл сахал мар хура-шур тÿссе ирттернĕ, Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсем те унран пăрăнса иртмен: тылра çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ĕçленĕ.

Юбилярăн халĕ икĕ хĕрпе виçĕ ывăл, 14 мăнукпа вĕсен 9 ачи. Чăннипех пысăк телей, пуянлăх. Вĕсен тимлĕхĕ – кинемейшĕн чи хакли.

И.ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика