Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурин те тăрăшмалла: пуçлăхсен те, ахаль çынсен те!

10 июля 2013 г.

Сисмерĕмĕр те, çуллахи пĕрремĕш уйăх хыçа юлчĕ. Çаплах июль те иртсе кайĕ. Анчах ялсенче, урамсемпе çуртсен умĕсенче, учреждени, предприяти çурчĕсемпе территорийĕсенче, лавкка таврашĕсенче, кĕпер хĕррисенче тирпейлĕ те илемлĕ-и пирĕн; Веçех йĕркеллĕ тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Хамăр пурăнакан вырăнта тирпей-илем тăвасси çине çав-çавах сÿрĕккĕн пăхатпăр.

Тÿрех каламалла, ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем çак ĕçе пурнăçласси çине çителĕксĕр тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен унсăр та ĕç нумай, имĕш. Ку çаплах пулĕ-ха. Анчах хăть те хăçан та килекен хăнасем тасалăхпа илеме мала хураççĕ, тирпейлĕхе сăнаççĕ. Çавăнпа та тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе пысăкрах пуçарулăх кăтартмалла пуçлăхсен.

Ял çыннисем çимĕк умĕн масарсене тасатрĕç, тирпейлерĕç. Халĕ тепĕр çулсăр унта кайса та пăхмастпăр. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксем çинчен те манса каятпăр. Пĕр яла пырса кĕрсен палăк умĕнче лаптăкĕшĕпех йыт пырши чечеке ларса сарăлса ÿсни куç умне курăнчĕ. Симĕс кавир çинчи вĕтĕ шурă чечексем, мĕн каламалли пур, питĕ илемлĕн курăнаççĕ. Тепĕр яла çитсен, кĕпер урлă каçнă чух, «кĕпер аякки шур çеçке те тайла-тайла татар-и;» текен йĕркесем пуçа пăраласа кĕчĕç. Çавăнтах эрĕм-хупах та тÿпенелле кармашать. Çитменнине тата çак ял тăрăхĕ-нчи пысăк мероприятие ял çынни кăна мар, кÿршĕллĕ районсемпе регионсенчен те хăнасем килнĕ пулнă. Мĕнле шухăш-туйăмпа, пирĕн çинчен мĕн шутласа килĕсене кайнă-ши çав çынсем; Ача-пăча валли выляма тунă площадкăсене те тасалăхра тытаймастпăр. Йĕри-тавра хыт-хура ашкăрать, çÿп-çап йăваланать. Пĕчĕкскерсем мĕн курса çитĕнеççĕ; Каплах пулсан вĕсем лайăххипе начаррине уйăрма вĕренейĕç-ши, енчен те ашшĕ-амăшĕ те ырă ĕç тума тăрăшмасан; Темле çав. Çырма-çатрасем патне çитсен те куçа савăнтаракан ÿкерчĕк вырăнне пачах урăххине куратпăр. Çынсем çут çанталăк ытамĕнче канма юратаççĕ, хăйсем хыççăн вара тасатса хăвармалли çинчен манса каяççĕ. Пушă хутаçсене, пластик, кĕленче савăтсене, пĕр хутчен çеç усă курма юракан стакан-турилккене çаплах пăрахса хăвараççĕ. Хăш-пĕр лавккасен таврашĕнче те тирпей сахалрах. Вĕсен хуçисем те, сутуçисем те лавкка тулашĕ-сене те тасалăхра тытмаллине манса каяççĕ. Çитменлĕхсене вĕçĕмсĕр çырма пулать. Çакă мĕнле те пулсан улшăну патне илсе çитерĕ-ши; Иккĕлентерет. Миçе çул хушши тирпей-илем çинчен сăмахлатпăр, усси вара çукрах-ха. Çитменлĕ-хсене пĕтерессишĕн, çÿп-çапа тасатассишĕн камăн тăрăшмалла; Пурин те! Пуçлăхсен те, ахаль çынсен те!

А.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика