Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕ çăмăл мар

10 июля 2013 г.

Вĕсен ĕçĕ çăмăл мар

Васан ял тăрăхĕнче пĕчĕккисем валли «Улыбка» ача сачĕ ĕçлет. Ача садĕнче 2 ушкăн, унта пурĕ 39 шăпăрлан çÿрет. Унсăр пуçне 3-мĕш ушкăн пур, Тихоновсен çемье-ача сачĕ, унта 4 ача. Пĕчĕккисем хăйсене килти пек туйччăр тесе 3 воспитатель, 1 повар, 2 воспитателе пулăшакан, музыка ертÿçи, хуралçă, ача сачĕн ертÿçи нумай вăй хураççĕ. Ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе килĕ-штереççĕ.

Кунта ăшă та хитре пултăр тесе çулсерен юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Кăçал та çак ĕçсене тума палăртнă. Паллах, кунта ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пысăк, вĕсем хаваспах килсе пулăшаççĕ. Епле аяккинче тăрса юлăн, хăйсен ачисемшĕнех-çке.

Часах вĕренÿ çулĕ пуçланĕ. Кăçалтан ачасем çĕнĕ программăпа вĕренме пуçлĕç. Вăл пĕчĕккисене килĕшессе шансах тăраççĕ воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ.

«Çĕнĕ саккунпа воспитательсен шалу укçине ÿстернĕрен вара, вĕсен ĕçĕ те сисĕмлех улшăнчĕ», – тет «Улыбка» ача сачĕн ертÿçи Алевтина Матвеева.

Чăннипех те, ача садĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Ушкăнра 20 ача пулсан, çирĕмĕшĕ те çирĕм тĕслĕ. Вĕсемпе кашнин психологине тĕпчесе, шута илсе ĕçлемелле. Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕ- пе пĕр чĕлхе тупасси те кăткăс япала. Çавăнпа та ку учрежденинче ĕçлекенсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, мал ĕмĕтпе пурăнма сунас килет.

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика