Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен спортсменĕсен – 7 медаль

17 июля 2013 г.

Чăваш Ен спортсменĕсен – 7 медаль

Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери студентсен ăмăртăвĕсем паян вĕçленеççĕ. Универсиада таблицин чи пĕрремĕш йĕркинче – Раççей команди. Унăн – 139 ылтăн, 69 кĕмĕл, 59 бронза медаль (ĕнерхи каçхи 6 сехет тĕлне).

Хусантан çĕнĕ хыпар килсех тăрать. Шăмат кун кавир çине ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем тухнă. 51 килограмлă виçере Чăваш Ен спортсменки Екатерина Краснова (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) бронза медаль çĕнсе илнĕ. Юлашки ăмăртура вăл Молдави кĕрешÿçине пĕрремĕш тытăçурах 8:0 шутпа парăнтарнă.

«Эпĕ финала тухма ĕмĕтленнĕччĕ, «ылтăн» илессе шаннăччĕ. Çурма финалта Азин икĕ хут чемпионкипе кĕрешнĕ хыççăн канма вăхăт сахал пулчĕ», – тенĕ Екатерина Краснова "РИА-Новости" корреспондентне. Çав вăхăтрах Казахстан спортсменкипе Татьяна Аманжолпа кĕрешни чи пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Мускаври юридици институтĕнче вĕренекен спортăн тĕнче класлă мастерĕ Екатерина Краснова чылай ăмăртура мала тухнă, 2009 çулта Раççей тата Европа чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ. Кăçал спортсменка Раççей чемпионатĕнче çĕнтерсе студентсен Пĕтĕм тĕнче Универсиадине хутшăнма тивĕçнĕ.

Чăваш Енĕн тепĕр спортсменки Антонина Савельева (сылтăмри) сĕтелçи теннисла выляса пысăк çитĕнÿпе савăнтарчĕ. 26 çулти теннисистка Раççей командин пухмачне икĕ «бронзăпа» пуянлатрĕ. Тĕрĕссипе, пĕрремĕш наградăна Хусанти физкультура, спорт, сиплев медицинин институтĕнче ăс пухаканскер хĕрсен ушкăнĕпе пĕрле тивĕçнĕ. Теприне мăшăрсен хушшинчи ăмăртура тупăшса Александр Шибаевпа иккĕн пайланă.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика