Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çул иртет – ят юлать

17 июля 2013 г.

Кун-çул иртет – ят юлать

Июлĕн 15-мĕшĕнче Шăмăршăра пурăнакан ĕç ветеранĕ Ольга Никандровна Антонова 90 çулхи юбилейне уявланă. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар хура-шурне курнă. Малтан нумай çул хушши тăван ялта колхозра ĕçленĕ, вăрçă хыççăн Мускава юсас ĕçе те хутшăннă. Хăй вăхăтĕнче Шăмăршă ял тăрăхĕн депутатне те суйланă ăна.

Ольга Никандровнăн Хисеп грамотисемпе юбилей медалĕсем те сахал мар. Кăçал ăна саламлама райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков тата Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕ А.Смаева килнĕ. Вĕсем парнесемпе пĕрле Раççей Президенчĕн В.Путин янă Тав çырăвне панă. Унта Ольга Никандровнăна Аслă Аттелĕх вăрçине чăтса тата вăрçă хыççăнхи ĕçсене хутшăннăшăн тав сăмахĕсем çырнă. Вăл сăмахсем çумне хутшăнса В.Петьков та юбиляра саламласа нумай çул хушши ачисен, мăнукĕсен пархатарне курса пурăнма суннă.

«Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сире, Ольга Никандровна, кашни кунăр хĕвеллĕ пултăр, тепĕр 10 çултан пирĕн çакăнта татах килмелли сăлтав пултăрччĕ», – тенĕ А.Смаева.

О.Антонова пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Халĕ унăн 3 мăнукпа 2 мăнукĕн ачи. 90 çула çитнĕ пулсан та Ольга Никандровна паянхи пурнăçпа кăсăкланса телевизорпа передачăсем курать, хуçалăхра та пулăшма пултарать.

Пурин çумне хутшăнса ăна çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунатпăр.

И.ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика