Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарсем ан тухчĕр тесе

17 июля 2013 г.

Вăрă вăрлать – мĕн те пулин хăварать. Пушар вара ним те тиркесе тăмасть – темиçешер çул пухнă пурлăха шутлă сехетсенчех кĕлпе кăмрăк купине çавăрать. Апла пулсан, вут-кăвартан яланах сыхă, ун çулне вăхăтра пÿлме хатĕр пулмалла.

Чукал ял тăрăхĕн хăйĕн ятарлă пушар машинисем çук. Инкек-синкек сиксе тухас пулсан пулăшу ыйтма кунта Шăмăршă лесничествин Чукалти участокĕнчи пушар хуралĕн станцийĕпе килĕшÿ тунă. Шыв илмелли ятарлă вырăн пур.

– Ун патне пĕр чăрмавсăр çитме пулать, – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов.

Карапайшăмăршăсемпе çĕнĕтăрăнсем те «хĕрлĕ автан» ан авăттăр тесе сыхă тăраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов каланă тăрăх, кунта Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн уйрăм постне йĕркеленĕ. Эдуард Ивановпа Юрий Яковлев кашни кунах дежурствăра. Çĕнĕ Тăрăнта шыв илмелли 10 тонна кĕрекен ятарлă резервуар пур, кÿлĕ патне пыма та çул сарнă.

– Кунсăр пуçне пирĕн кирек хăш самантра та усă курма хатĕр 2 мотопомпа, – палăртрĕ Владимир Васильевич. – Ялсенче пушар чанĕсем те çакса тухнă.

Пуянкасси ял тăрăхĕнчи ялсенче те вут-çулăмран сыхă пулма тăрăшаççĕ. Кунта та икĕ мотопомпа: Хайпăларине Юрий Захарова, Пуянкассинчине Борис Калашникова шанса панă. Вĕсем пурте юсавлă. Виçпÿрт Шăмăршăра шыв илмелли ятарлă гидрантсем темиçе те.

Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕсенчи ялсенче таксофонсем вырнаçтарнă, вĕсем урлă инкек-синкек çинчен çийĕнчех шăнкăравласа пĕлтерме май пур. Çавăн пекех, ял тăрăхĕн специалисчĕсем çынсемпе вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки калаçусем ирттереççĕ. Ялсенче çĕрлехи каç хуралне те йĕркеленĕ.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика