Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха тĕрĕслеттерни – хамăршăн

17 июля 2013 г.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – ĕçлекен çынсен диспансеризацийĕ.

 

Вăл кăçал пирĕн республикăра пурăнакан халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ чирĕсене тупса палăртас тата вĕсене сиплес тĕлĕшпе ирттерме палăртнă. Пирĕн патăрта 3 енлĕ иртет: пур енлĕн, планпа пăхнă тăрăх иртекен тата хушма диспансеризаци. Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин 2013 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчи 147 номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта çак çулта çуралнă çынсен диспансеризаци тухмалла: 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917.

Диспансеризацие икĕ тапхăрпа ирттереççĕ. Мĕн-мĕн тĕрĕслеççĕ-ха; Флюорографи, ЭКГ, маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, шăк анализне памалла, юна анлăн тĕрĕслеççĕ: сахăр, холестерин пуррипе çуккине тата ытти те. Çавăн пекех халăха çак специалистсем пăхаççĕ: терапевт, акушер-гинеколог, хирург, невролог, офтальмолог.

Çын сывă е чирлине пĕлме 4 ушкăн палăртнă. 1-мĕш ушкăна сывă çынсем кĕреççĕ, 2-мĕш ушкăна чирлес хăрушлăх пуррисем, 3-мĕш ушкăна хушма тĕрĕслевпе сиплев кирлĕ çынсем, 4-шĕ – стационар пулăшăвĕ кирлисем.

Диспансеризаци тухакан кашни çын валли сывлăх картти пуçлаççĕ, унтан, кирлĕ пулсан, татах тĕрĕслев ирттереççĕ, сиплеççĕ. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, ăна сиплеме çавăн чухлĕ çăмăлтарах пулать. Диспансеризаци тухакансен çакна пĕлмелле:

– поликлиникăна ирхи апат çимесĕр килмелле, ун умĕн нимĕнле йывăр ĕç те тумалла мар, çав шутра – ирхи зарядка та;

– 100-150 мл ирхи шăк илсе килмелле, ăна лабораторине илсе çитериччен вăхăт 1,5 сехетрен ытла иртмелле мар;

– 45 çултан иртнисен кал тĕрĕслеттермелле пулсан, 3 талăк хушши аш-какай, тимĕр нумай упракан апат-çимĕç – пан улми, хăяр... çимелле мар, аспирин тата çавăн йышши эмелсене ĕçмелле мар;

– диспансеризаци тухакан çул е унăн умĕнхи çул медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă пулсан, çакна çирĕплетекен документсене пĕрле илмелле.

Тĕплĕнрех участокри врачран е медицина сестринчен ыйтса пĕлĕр.

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Ăна хăвăр упрамасан, чирлес хăрушлăх пысăк пулĕ. Ку е вăл чир шала ан кайтăр, ĕмĕр тăршшĕпех ан асаплантартăр тесен диспансеризаци вăхăтра тухни вырăнлăрах пулĕ. Ăна районти тĕп больницăн поликлиникинче тухмалла.

А.ЛЮБИМОВА,

районти тĕп больницăн поликлиника ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика