Ача прависен уполномоченнăйĕ ачасен прависене хÿтĕлет, ун адресĕпе килекен çăхавсене, ыйтусене пăхса тухать. Районта çынсен ыйтăвĕсене хуравсăр хăвармаççĕ, çийĕнчех пăхса тухса кирлĕ йышăнусем тăваççĕ. Пĕлтĕр 36 çын килсе канаш ыйтнă, вĕсенчен 24-шĕ – пĕрремĕш, 12-шĕ иккĕмĕш хут пынă. Канаш-пулăшу ыйтакансенчен амăшĕсем нумайрах – 29-ăн.
Мĕн канăç памасть-ха çынсене, мĕнле ыйтусем çĕклеççĕ вĕсем; Çурт-йĕр ыйтăвĕпе çыхăннă ыйту – иккĕшне, тăлăха çуртпа тивĕçтересси, пурăнакан пÿлĕ-мрен кăларса яма ыйтни пĕрерĕ-шне, ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси, сывлăха сыхлас ыйту – икшерĕшне, вĕрентÿ ыйтăвĕ – вун иккĕшне, шалу укçин ыйтăвĕ – тăваттăшне тата та ытти те канăç паман. Ĕçсене, ыйтусене пăхса тухнă хыççăн 22-шĕшĕн хурав лайăххи пулнă, иккĕшне хирĕçленĕ, саккăрăшне тĕплĕн ăнлантарса панă, тепĕр тăваттăшĕн ыйтăвĕ çурмалла пурнăçланнă.
Ача прависен уполномоченнăйĕ районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать, шкулсене çитсе калаçусем йĕркелет, конкурссем ирттерет.
Эпир пирĕн пата килекен кашни çынпа калаçатпăр, вĕсен ыйтăвĕ-сене, çăхавĕсене уçăмлатма, кирлĕ таран пулăшма, канаш пама тăрăшатпăр. Çавăн пекех ыйтусене телефонпа, электрон почтипе те йышăнатпăр.
В.ХОРЬКОВА,
ача прависен уполномоченнăйĕн районти пулăшуçи.