Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирлĕ е çук

17 июля 2013 г.

Кирлĕ е çук

 

«Ачасем – пирĕн пуласлăх» текен сăмахсене эпир час-часах илтетпĕр. Ачасенче – çĕр-шыв пуласлăхне, несĕле тăсакансене куратпăр. Çавăнпах пулĕ кашни ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕ хăйĕнчен те лайăхрах пултăрччĕ тесе тăрăшать, унăн пуласлăхĕ вĕсеннинчен ăнăçлăрах килсе тухтăр тесе ăнтăлать, уншăн нимĕн те шеллемест.

Ачасене тĕрĕс те кирлĕ пек воспитани парасси чи малтан шăпах аслисен хул пуççийĕ çине тиенет-çке.

Паянхи пурнăçра ачана хăйне епле тыткаламалли йĕркесене вĕрентмелле е çук; Вăрттăнлăх мар, ашшĕ-амăшĕ нумай чухне ачана чи кирли – хÿтĕлеме пултарни тесе шутлать. Мĕнле йĕрке нравственноç правилисен шутне кĕрет-ха;

«Сĕмсĕрлĕх – иккĕмĕш телей», «ĕçлекен лаша вилет», «хăвна юрат та ытти санăн ĕçÿ мар» текен сăмахсемпе ачăрсене çитĕнтерместĕр пуль тесе шутлатпăр.

Ытларах чухне çапăçма юратакан ачан ашшĕ-амăшĕ унăн характерĕ çине яраççĕ: çын умĕнче вăрçас пек кăтартаççĕ, анчах та чĕрере çав ашкăнчăкпа мухтанаççĕ. Кун пек ачасем пурнăçра çухалмаççĕ тесе шутлаççĕ. Тĕпрен илсен: «хăйне е хĕрачана хÿтĕленĕ», «хăйĕнчен айванрах юлташĕ-семпе çапăçнă» тенин пĕлтерĕшĕсем пĕрех мар. Енчен те çав çаттана хăйĕнчен вăйлăрах юлташĕ вырăна лартса илчĕ пулсан, вăл яланах айвантараххисем патне çыпăçма пуçлать. Пурте сирĕн ачăра йĕркесĕрлĕхпе айăплаççĕ пулсан, шутласа пăхмалăх пур, кунпа савăнмалла мар.

Ачасен кĕнекисенче йĕрке-тирпей çине нумай тимлĕх уйăраççĕ пулсан, çемьере тепĕр чух урăхла çаврăнса тухать. Енчен те ача садĕнче «хытă ан пул, тепĕр пуканене Ольăна пар» теççĕ пулсан, килĕнче ашшĕ-амăшĕ «хăвăн вылямаллисене никама та ан пар, çĕмĕрме пултараççĕ» е «ме сана канфет, кайран çийĕн, ас ту, туртса ан илччĕр» теме пăхаççĕ. Амăшĕ ачине çур килограмм канфет илсе парать те вăл урамра пурне те валеçсе тухать. Уншăн амăшĕ ятлаçать: «Мĕншĕн валеçрĕн, хăв кăна çинĕ пулсан нумая çитетчĕ». Куншăн тĕпренчĕкĕре вăрçмалла мар, мĕншĕн тесен унăн ырăлăхĕ ун патнех таврăнать.

Ачана тĕрĕс воспитани парас тесен ун çине кăшкăрмалла мар, яланах ăнлантарса тĕслĕхпе çирĕ-плетсе памалла, шăпăрлансем ун пеккине лайăхрах ас туса юлаççĕ.

Тĕрĕс воспитани пĕчĕккисемшĕн аслă çула каймалли путевка. Апла пулсан хăвăрăн ачăрсене пĕчĕкренех лайăха вĕрентме тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика