Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Проекта сÿтсе яваççĕ

20 июля 2013 г.

Пысăк хăвăртлăхлă ВСМ-2 чукун çул магистралĕн строительствин мегапроектне пурнăçлассинче çĕнĕ тапхăр пуçланнă.

Июлĕн 23-мĕшĕнче ЧР Транспорт министерствинче çак мегапроекта сÿтсе яваççĕ. Унта тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухаççĕ: трасса çывăхĕнче пурăнакансене шавран хÿтĕ-лесси, строительство площадкисем йĕри-тавра карта тытасси тата ытти те. Проектировщикăн представителĕ тĕп докладчик пулĕ. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне район администраци пуçлăхĕсем тата вĕсен представителĕсем, ЧР Транспорт министерстви ыйтусем çине хуравлĕç. Строительство тÿрремĕнех пырса тивекен районсенче (Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне) халĕ проекта халăхпа пĕрле сÿтсе яваççĕ.

«Мускав-Хусан-Екатеринбург» чукун çул магистралĕ Раççей Федерацийĕн 11 субъекчĕн территорийĕ тăрăх иртет, çав шутра Чăваш Енпе те. ВСМăн тĕллевĕ – пĕр-пĕринчен чылай аякра вырнаçнă пысăк хуласене çыхăнтарасси. Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1620 çухрăмпа танлашĕ. Пуйăс çул çинче 8 сехете яхăн пулĕ. 10-13 миллион пассажир çула тухĕ.

ВСМ тăрăх пуйăссем сехетре 250 çухрăмран та ытларах хăвăртлăхпа çÿреме пултараççĕ. Çавна май çак проект пассажирсене турттарассине хăвăртлатать, хамăрăн çĕр-шыври чукун çулсен пĕлтерĕшне ÿстерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика