Августăн 22-27-мĕшĕсенче Шупашкарти А.В. Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубра тĕнче Кубокĕ тата парашют спорчĕ енĕпе акробатикăпа çĕр çине тĕрĕс анас енĕпе (классикăлла двоеборье) Европа чемпионачĕпе юниорсен ăмăртăвĕ иртет.
Унта Аргентина, Болгари, Венгри, Итали, Китай, Польша, Украина, Чехи, Швейцари, Германи, Франци, Словени, Беларусь, Раççей, Румыни, Словаки тата ытти çĕр-шывсен пĕрлештернĕ командисем хутшăнма палăртнă.
Йĕркелÿçĕсем тĕнчери 200 ытла чи вăйлă спортсмен хутшăнасса кĕтеççĕ. Халлĕхе чи йышлисен шутĕнче Китай (20 çын) тата Раççей (17 çын) командисем шутланаççĕ.
Шупашкар парашют спорчĕ енĕпе кăçал халăхсем хушшинчи ăмăртусене пĕрремĕш хут йышăнать. Вĕсене Шупашкарта ирттересси çинчен апрельте Буэнос-Айресра иртнĕ FAI пĕтĕм тĕнчери парашют комиссийĕн пленарлă ларăвĕнче йышăннă. Унта тĕнчери 39 çĕр-шыв представителĕ хутшăннă.
Ăмăртусен дисциплинисем парашют спортĕнче чи курăмлисем шутланаççĕ. Çĕр çине тĕрĕс анас тесе сикнĕ чух спортсменăн нуль палли патне май килнĕ таран çывăхрах сикме тăрăшмалла. Уйрăм акробатика енĕпе сикнĕ чух спортсменăн май килнĕ таран кĕске вăхăтра хăйне евĕр комплекс туса ирттермелле. Унта спиральсем пĕр-пĕрин хыççăн пыни, сальто таврашĕ кĕреççĕ.
Пурне те курма чĕнетпĕр!
Раççей Спорт министерстви.