Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса урам, илемлĕ ял…

20 июля 2013 г.

Пуянкассинче пурăнакансем тирпей-илем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ял кашни çулах районти «Чи лайăх ял», «Чи лайăх урам» конкурссене хутшăнать. Çулсеренех малтисен йышне кĕрет.

Ялăн аслă урамĕпе утса пынă чухне чун савăнать, кил умĕсене тасатса тирпейленĕ, пÿрт умĕсенчи пахчасенчи тĕрлĕрен чечек куçа илĕртет. Кÿршĕ-аршă пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлет тесен те йăнăш мар, пĕри тепринчен юласшăн мар тăрăшать. Йывăç-тĕм те нумай лартса çитĕнтереççĕ кунта. Чиесемпе хурлăхансем, иргасемпе хăмла çырлисем кил хуçисене пысăк тухăç парса хĕл валли варени-компот тума май параççĕ. Кĕçех пан улмисем те ĕлкĕрĕç, вĕсем çине тинкерсен халех татса çиес килет.

К.Маркс урамĕнче пурăнакан В.Алексеев, И.Кузьмин, Л.Тимофеева, В.Андреев тата ыттисем ял халăхĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тăраççĕ. Нумай ачаллă Н.Казеев çемйи ачасем валли вылямалли площадка тунине те ырă пулăм тесе палăртмалла.

В.Богатнова,

Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн

специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика