Тепĕр чухне эпир хамăр хушăра пурăнакан çынсем пирки ытла та сахал пĕлетпĕр. Хăшĕсем мухтанма, кăкăр çапма хăнăхманнинчен те килет-тĕр çакă. Сăпайлăх, эппин.
Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ В.Алюковах илер-ха, акă. Хăйне майлă пурнăç шăпи унăн.
1943 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче çуралнă Виталий. 1959 çулта, ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан, Карагандари строительсем хатĕрлекен училищĕре пĕлĕвне малалла тăснă. 1963 çулта унăн салтак тумне тăхăнма вăхăт çитнĕ. Демократиллĕ Германи Республикинче иртнĕ унăн çар хĕсмечĕ. Служба хыççăн та вăл унтах юлма кăмăл тунă, пыра-киле аслă прапорщик званине тивĕçнĕ. 1975 çулта Виталий Васильевич Ульяновскри танк çарĕсен училищинче ĕçлеме тытăннă.
Никама кирлĕ пулман ылханлă Афган вăрçине чылайăшĕ лайăх ас тăваççĕ пулĕ. Унта пирĕн районтан та икĕ салтак вăхăтсăр пуçĕсене хунăччĕ. Вăрçă-вăрçах: çухатусăр пулмасть. Унăн нуши витĕр те иртнĕ Виçпÿрт Шăмăршă чăвашĕ. Батальон командирĕн çумĕ пулнăскер, пĕрре çеç мар хăюлăхпа, паттăрлăхпа палăрнă. Çакна ун кăкăрĕ çинчи медальсем те çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех пирĕн ентешĕн СССР Президенчĕ пулнă М.Горбачев алă пусса панă Грамота та пур. Çавăн пекех, унăн çар командованийĕн Тав çырăвĕсем те нумай.
1984 çулта В.Алюков çемье çавăрнă, Елена мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Хăйĕн çитмĕл çулхи юбилейне паллă тăвать Виталий Васильевич. Вăл халĕ та çарта туптанă çирĕплĕхне çухатмасть-ха. Ниçта та, нихăçан та пуç усман ентешĕме малашне те çирĕп сывлăх сунас килет. Салтак – яланах салтак.
П.ПАДИАРОВ, Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ.