Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулура – çивĕч ыйтусем

24 июля 2013 г.

Июлĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра командировкăра пулнă май «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн генеральнăй канашĕн членĕпе, «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчĕпе тата унăн хуçисенчен пĕринпе Сергей Колесниковпа курнăçнă.

Тĕл пулура монополипе кĕрешмелли саккунсемпе усă курассипе çыхăннă практикăна тата вĕсене лайăхлатассине, çавăн пекех Чăваш Республики «ТехноНИКОЛЬ» корпораципе стратеги шайĕнче килĕштерсе ĕçлессин малашлăхне сÿтсе явнă. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри аслă вĕренÿ заведенийĕсен никĕсĕ çинче компани шучĕпе вĕренÿ центрĕсем уçасшăн. Унта вĕренекенсем строительство отраслĕнчи çĕнĕ методикăсемпе технологисене практикăра алла илме пултарĕç. Çав центрсенче строительство индустрийĕн предприятийĕсен, проект тата архитектура бюровĕсен, тĕпчев организацийĕсен ĕçченĕсем, строитель специальноçĕсем паракан вăтам тата аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсемпе преподавателĕсем, наука, професси ассоциацийĕсен, дилер организацийĕсен представителĕсем вĕренĕç.

Тĕл пулура палăртнă тăрăх – çĕнĕ технологисене алла илнĕ кадрсем çителĕксĕрри строительство облаçĕнчи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Корпораци специалисчĕсем шутласа палăртнă: паянхи тапхăрта Раççейĕн строительство рынокне аталантарма тăрă витекен, изоляци тата отделка ĕçĕсене пурнăçлакан 117 пин специалист кирлĕ. «ТехноНИКОЛЬ» корпорацин вĕренÿ проекчĕсемпе программисен тытăмĕ строительствăри ăста кадрсен дефицитне пĕтерессине тĕпе хурать.

«Хыпар» хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика