Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу ĕçĕсене – электрон мелпе

24 июля 2013 г.

Ыйтăма хутшăннисен 93 проц. патшалăх пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме май пуррине пĕлет. Респондентсен 7 проц. ку çĕнĕлĕх пирки пĕлмен е пĕрремĕш хут илтет. ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин сайтĕнче йĕркеленĕ пĕчĕк ыйтăмăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах.

Аса илтеретпĕр: вăл июлĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă, июлĕн 28-мĕшĕччен пырĕ. Çапла майпа республика çыннисем электрон пулăшу ĕçĕсем пирки пĕлни-пĕлменнине тата вĕсем ку мелпе усă курни-курманнине уçăмлатас тенĕ.

Ыйтăм унта хутшăннă кашни виççĕмĕш çын (29 проц.) электрон пулăшу ĕçĕсемпе усă курнине çирĕплетет. Çапах ытларах пайĕ (66 проц.) Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă влаç органĕсене çыру е ыйту яман. Респондентсен 5 проц. патшалăх тытăмĕсене хăй кайма тăрăшать. Шухăшне пĕлтернисен 70 проц. Чăваш Енре патшалăх тата пулăшу ĕçĕсен хăш тĕсĕсене электрон мелпе илме пултарнине пĕлет. 15 проц. çеç пĕлмест. Тепĕр 15 проц. ыйтăва хуравлама тăхтанă.

Чăваш Енре пурăнакансем паянхи кун Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регион патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен 69 тĕсĕпе электрон мелпе усă курма пултарать. Çак тĕллевпе порталта регистрациленмелле, кĕмелли кода илсен харпăр кабинетра ĕçлемелле. Пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе Шупашкар хула администрацийĕ ыттисенчен ытларах кÿрет (27 тĕс) тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви (18). Портал урлă медицина ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланма ирĕк паракан лицензие илме, электрон рецептсене тултарса аптекăсене яма, ачашăн уйăхсерен паракан пособи тÿлевне тивĕçме, ача усрава илес текенсен учетне тăма, пурăнмалли çурт-йĕре пурăнмалла маррине куçармашкăн ирĕк илме т.ыт.те пулать.

И.БЕЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика