Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

24 июля 2013 г.

РАЙОНТИ ача сачĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ. Паянхи куна вĕсем 12, çав шутра 2-шĕ пуçламăш шкул-ача сачĕ, 3 ушкăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул çумĕнче. Унта пурĕ 670 ача çÿрет.

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен садиксенче юсав ĕçĕсене вĕçлеме палăртнă. Пĕчĕк юсав ĕçĕсене ача сачĕн ĕçченĕсен вăйĕпе туса ирттереççĕ. Вĕсем урай, мачча, стена, чÿрече сăрласа çĕнетеççĕ. Ачасем вылякан участоксене хитрелетме, группăри шкафсене юсама ашшĕ-амăшĕ те хаваспах пулăшма пырать.

Çавăн пекех хăш-пĕр ача сачĕсенче çĕнĕ пластик чÿречесем лартаççĕ, сĕтел-пукан туянаççĕ. Воспитательсемпе вĕсене пулăшакансем ачасене лайăх пултăр тесе нумай тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика