Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă кăмăллă повар

24 июля 2013 г.

Ача сачĕсенчи поварсен ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Пĕчĕккисем мĕнлерех аталанса ÿсесси вĕсенчен те нумай килет. Пуян калориллĕ, тивĕçлĕ пахалăхлă апат ачасен организмне ырă витĕм кÿрет.

Шăмăршăри «Аленушка» ача садĕнче Н.Шамеева пĕр улшăнми 32 çул тăрăшать ĕнтĕ. Шупашкарта икĕ çул повар-кондитера вĕреннĕскер, хăйĕн ĕçне професси ăсталăхĕпе пурнăçлать. Надежда Павловна хатĕрленĕ апатпа пĕчĕккисем яланах кăмăллă юлаççĕ. Менюра аш-какайпа сĕт продукчĕсем, пулăсем тата ытти нумай блюдăсем пулаççĕ. Салат, улма-çырла, кондитер тата ытти çимĕçсем те ачасене питĕ килĕшеççĕ.

Учрежденири поварсен ĕç-хĕлне икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Надежда Павловна Р.Ленгесовапа черетленсе ĕçлеççĕ. Раиса Андреевна та – опытлă повар. Çак ĕçре 10 çул ытла тăрăшать ĕнтĕ вăл. Поварсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ку, паллах, вĕсене ĕçре ăнăçу кÿрет.

Çулсем, çулсем... Пĕрин хыççăн тепри çĕмрен евĕрлех вирхĕнеççĕ-çке вĕсем! Июлĕн 21-мĕшĕнче Н.Шамеева хăйĕн 55 çулхи юбилейне палăртрĕ. Сумлă юбилей ячĕпе Надежда Павловнăна юратнă мăшăрĕ, Петр Александрович, 3 хĕрĕпе кĕрÿшĕсем, 7 мăнукĕ, тăванĕсем, кÿршисем тата коллективра пĕрле ĕçлекенсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика