ÇЫН тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Тăван тавралăх мĕнлерех пуласси вара пирĕнтен те нумай килет. Эппин, упрамалла ăна, унăн иксĕлми пуянлăхне пĕтме памалла мар. Ку тĕлĕшпе вара «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ пысăк ĕç тăвать.
Кунта халăха экологи пĕлĕвĕ парас, çынсене, уйрăмах çамрăк ăрăва çут çанталăка юратма, ăна упрама вĕрентес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Парк территорийĕнче ятарлă экологи сукмакĕсем йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене уçнăранпа унта çĕршер те çĕршер çын пулса курнă. Кунти илемпе паллашма ытти районсенче пурăнакансем те тăтăш килсе çÿреççĕ. «Чăваш вăрманĕ» – ученăйсемпе студентсемшĕн наукăпа тĕпчев бази те.
Паркра тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах пулса иртеççĕ, вĕсене хутшăнакансен йышĕ кашнинчех ÿссе пырать. Тĕрлĕрен тĕл пулусем, шкулсенче пулса калаçусем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Парк администрацийĕн çуртĕнче «Симĕс тĕпел» алăкĕ пуриншĕн те яланах уçă. Унтан шкул ачисем татăлмаççĕ тесен те юрать.
«Чăваш вăрманĕн» кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стендсем те çĕнелсех тăраççĕ. Ку – вăхăт таппи: иртни историе кĕрсе юлать, малалла çĕнĕ страницăсем çырăнаççĕ.
Хальтерех кăна кунта ятарласа пир çинее ÿкернĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ», «Территори сыхлавĕ», «Наука ĕçĕ-хĕлĕ», «Историпе культура аваллăхĕ», «Экологи пĕлĕвĕ парасси» тата «Экологи туризмĕ» панносем вырнаçтарнă. Вĕсенче, тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне, анлăн ăнлантарса çырнă информаци те пур.
«Çут çанталăк – сыхлакан территори» фото стенд та пуян. Вăл та тăтăш çĕнелсе пырать. Çавăн пекех, «Чăваш вăрманĕ» наци паркне килекенсем çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем ÿкернĕ ĕçсенчен йĕркеленĕ «Çулана йыхравлакан сукмак» курав умĕнче вăрахчен чарăнса тăраççĕ. Ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх илемне хăйсене евĕрлĕ уçса пама тăрăшни пурне те тĕлĕнтерет.
Ю.СТЕПАНОВ.