Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăх пирки ан манăр

24 июля 2013 г.

Июлĕн 19-21-мĕшĕнче пирĕн республикăра «Çул çÿревçĕ. Çуран каçмалли çул» профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Çак акци вăхăтĕнче ГИБДД сотрудникĕсем çынсем çуран каçмалли вырăнсенче ятарлă рейдсем ирттернĕ. Пурĕ республикăра 189 водитель çынна çул паманнине, 416 çул çÿревçĕ саккуна пăхăнмасăр, тĕрĕс мар вырăнта каçакана тупса палăртнă.

Пирĕн районта пĕр водитель çул урлă каçакана ирттерсе яманнине, çиччĕн тĕрĕс мар вырăнтан каçнине тупса палăртнă. Акци вăхăтĕнче районта авари пулманни вара пирĕншĕн лайăх кăтарту.

Авари час-часах водитель айăпĕпе мар, çул çÿревçĕ тĕрĕс мар е асăрханусăр пулнине кура пулса иртет. Кăçалхи çур çулта республикăра çынсем çине пырса кĕнĕ аварисенче 34-ăн вилнĕ, 280-шĕ аманнă. Çуран каçмалли вырăнсенче 92 авари пулнă, çав шутра 66-шĕ Шупашкарта, унта 3 çын вилнĕ, 94-шĕ суранланнă.

Хисеплĕ çуран çÿрекенсем! Çул урлă каçма ятарлă вырăнсемпе усă курăр, енчен енне пăхкаласа илĕр. Çуран пынă чухне автоçулпа мар, тротуарпа утма тăрăшăр. Çул çинчи асăрханулăх – хамăршăнах.

Г.ИВАНОВА, полици уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика