«80 Çул – ах мĕн чухлĕ!» – тĕлĕнетпĕр эпир çав çулсем епле хăвăрт мĕлтлетсе иртнине сисмесĕрех юлнăскерсем. Тукасра йывăç шатрун пÿртре пурăнакан П.Яковлев шăпах ĕнтĕ хăйĕн 80 çулне кĕтсе илчĕ.
Петр Петрович тесе чĕнеççĕ ăна хисеплесе. Вăл 1933 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче Васан ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çут тĕнчене икĕ хĕр те икĕ ывăл парнеленĕ. Петя çемьере – чи кĕçĕнни. Ачалăхĕ хăрушă вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ. Вăрçă пуçлансанах вăл Васанти пуçламăш шкулта вĕренме пуçланă. Шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Кунсăр пуçне хĕллехи вăхăтра уроксем хыççăн лаша кÿлсе килтен киле колхоз хирне тăкма кĕл, чăх, хур-кăвакал каяшĕ пуçтарса çÿренĕ. Çуллахи вăхăтра вара колхоз хирĕнче ĕçленĕ: тырă вырнă, çĕмел тунă, лашапа молотилка патне кĕлте турттарнă. Аслисемпе тан ĕлкĕрсе пыма тăрăшнă. Йывăр вăхăт пулсан та тетĕшĕ пекех (вăл ялти пуçламăш класс учителĕ пулнă) вĕренесшĕн çуннă. Ялти 7 класлă шкула пĕтерсен Шăмăршăри вăтам шкула çуран çÿренĕ.
Çĕр ĕçне чунтан юратнăран, 10 класс пĕтерсен, Петя Канашри механизаторсен шкулĕнчен «5» паллăпа вĕренсе тухнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче кама çăмăл килнĕ-ши; Çитĕнсе çитнĕ каччăн лайăх тăхăнасси те килнĕ пулĕ; Часах вăл Свердловск облаçне вербовкăпа стройкăна тухса кайнă. Анчах пĕр çул ĕçлесен салтака кайма ят тухнă. Çапла, каччă виçĕ çул çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă.
Салтакран килсенех вăл тÿрех ĕçе кÿленнĕ. Шăмăршăри халăх судĕнче 2 çула яхăн секретарьте ĕçленĕ. Çакăнта ĕнтĕ вĕри чĕреллĕ хастар каччă Çĕнĕ Шăмăршă хĕрĕпе, Валентина Захаровапа, паллашнă. Васан ялĕнче чаплă туй кĕрленĕ. Икĕ юратуллă чĕре çемье çавăрнă, тĕп çуртра пурăнма пуçланă. Çав вăхăтра Петр Петрович Васанти вăтам шкулта лаборантра ĕçленĕ, мăшăрĕ «Гвардеец» колхозра вăй хунă. Тăватă çул ĕçлесен механизатор ĕçне кÿлĕннĕ. «Беларусь» тракторпа мĕн чухлĕ колхоз хирне сухаламан-ши; Техникăна кирек хăш вăхăтра та юсавлă, тирпейлĕ тытнă. Тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхне тата яваплăхне кура Петр Петровича Хисеп грамотисемпе чысланă, хаклă парнесем панă. Канăçа пĕлмен механизатор тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçĕнчен уйрăлайман тата 4 çул ĕçленĕ. Сварщик та, слесарь те, тимĕрçĕ те пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те вăл хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Петр Петрович хăйĕн мăшăрĕпе 5 ывăл çитĕнтернĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿс- нĕ. Пилĕк ывăлĕ те салтакра пулнă. Асли, Коля, врач профессине суйласа илнĕ, халĕ Палтиелĕнче ĕçлет. Виçĕ ывăлĕ – Анатолий, Михаил, Виталий – тĕп хуламăрта, Шупашкарта, ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсем те вăтам тата аслă пĕлÿ илнĕ. Петр Петрович тăваттăмĕш ывăлĕпе – Сашăпа – пĕрле пурăнать. Вăл та ашшĕ çулĕпе кайнă – механизатор. Фермерта тăрăшаканскер, ял хуçалăх продукцине туса илет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Çав вăхăтрах Васанти шкулта автобус шоферĕнче вăй хурать. Ĕçчен çыннăн сад пахчи те питĕ илемлĕ, тĕрлĕ йывăç çитĕнет унта. Хăмла та ÿстерет вăл, çулсерен пысăк тухăç туса илет.
Петр Петрович пĕр кун та усăсăр ирттермест. Кил-картинче, пахчара ĕçлеме кăмăллать.
Р.СМАЕВА.