Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура çăкăрпах çырлахма тивет

24 июля 2013 г.

Пасарта суту-илÿ тăвакансем хăйсене предприниматель е коммерсант теççĕ пулин те, ахаль халăхшăн вĕсем – усламçăсем.

Халĕ пурнăçĕ çапларах: кулленхи пурнăçа кам мĕнле пĕлет, çапла сыпăнтарса пыма тăрăшать. Пасарта пулнă май, мана пĕр ыйту кăсăклантарчĕ: «тутлă-и» усламçă çăкăрĕ е вĕсем чăннипех пуян çынсем-ши; Темиçе çынпа калаçнă хыççăн тинех пĕри «кăвак хуппине» уçма килĕшрĕ, анчах хăйĕн ятне асăнма ыйтмарĕ. Мĕнех, ăна та ăнланма пулать. Акă вăл каласа пани. Кунта автортан хушни нимĕн те çук.

– Пире спекулянтсем тенине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çынсем пире пуянсем тесе шутлаççĕ пулĕ те, анчах пĕрре те ун пек мар: чылай чухне пирĕн тавар хăйĕн хакне тавăраймасть. Тĕрлĕрен сăлтавсем кунта.

Пĕрремĕшĕ. Тĕрлĕ ăпăр-тапăр илме пысăк хуласем, Мускав таранах çÿретпĕр. Ушкăнпа пухăнса каятпăр пулин те, çул тăкакĕсем пысăк. Тара тытнă транспорт хатĕрĕшĕн тÿлемеллех вĕт.

Япаласене ытларах складсенчен курттăммăн илме тăрăшатпăр. Кун пек чухне вĕсен пахалăхне тĕрĕслесе тăраймăн – укçа тÿле те, вĕçтер. Кайран пасарта, сутнă чух, ÿпкев сăмахĕсене те илтме тивет. Хăш-пĕр тавар, уйрăмах тумтир, пахалăхсăр. Каялла тавăрса параççĕ. Ун пеккине урăхран кам илтĕр; Çухату, тăкак мар-и вара çакă;

Иккĕмĕшĕ. Халĕ çул çинче рэкет текен ăнлав анлăн сарăлчĕ: транспорт хатĕрĕсене тыта-тыта чараççĕ. Каллех енчĕке хыпашлама тивет. Унсăрăн тавара илсе юласси куç кĕретех.

Хăшĕсем хÿтĕлекенсемпе (вырăсла крыша теççĕ) усă кураççĕ. Çакă та тăкаксăр мар.

Пасарта тепĕр чух кунĕпе пĕр япала сутайманни те сахал мар пулать. Çакăн сăлтавĕ – конкуренци. Пурин те – пĕр тавар, хакĕсем вара – тĕрлĕрен. Çук вĕт, çакăн пирки калаçса татăлаймастпăр, пĕр чĕлхе тупаймастпăр. Хăшĕсем хака 5-10 тенкĕ чакараççĕ те, вĕсен сутăнать. Ыттисемшĕн – çук. Туянакан вара яланах йÿнĕреххине шырать.

Сутаятăн-и е çук – вырăн укçи тÿлеме тивет.

Ахăртнех, пире çынсем çу ăшĕнче ишекен чăкăт вырăнĕнче кураççĕ пулĕ. Çук çав, апла мар: нумай чухне шурă кулача хура çăкăрпа улăштарма тивет...

В.МИХАЙЛОВ ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика