Юлашки вăхăтра çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче ачасем менингитпа чирлесе ÿкни çинчен хыпарлаççĕ. Çак хăрушă чире республикăра та тупса палăртнă. Миграци юхăмĕ вăй илнĕ май ерекен чир çакланмĕ темелли çук, çавăнпа та хамăрăн та асăрханулăха ÿстермелле.
Инфекци çăл куçĕсенчен пĕри – сероза менингичĕпе чирлекен, тепри – сывă, анчах та асăннă вирус пур çын. Амак кирек ăçта та ерме пултарать: алă таса мар пулсан, пахча çимĕçе, улма-çырлана çумасăр çисен. Апат-çимĕç урлă та унăн вирусĕ лекет. Халăх йышлă пухăнакан вырăнта чире сывлăш урлă çаклатма пулать, бассейнсемпе пĕве-кÿлĕре те менингита пуçаракан вируссем пур.
Чир серепине сирме пултарайманнисем – иммун тытăмĕ хавшак ачасем, уйрăмах 3-6 çултисем. Шкула çÿрекенсене çак вируссем витĕм кÿресси чакса пырать, çитĕннисен хушшинче сероза менингичĕпе чирлекенсем çукпа пĕрех (20 çул тултарнă тĕле çыннăн кирек епле вирус инфекцине сирме пултаракан иммунитет йĕркеленсе çитет). 6 уйăха çитичченхи пепкесем те чирлемеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене амăшĕн варĕнче илнĕ иммунитет хÿтĕлет.
Сероза менингичĕ çуллахи тапхăрта амаланнă май ăна тапхăрпа килекен чир шутне кĕртмелле.
Вирус менингичĕ. Чир паллисем хăйсем пирки тÿрех систереççĕ: 38-40 градус таран вĕрилентерсе пăрахать, пуç чарăнми, ÿт тĕртĕмĕ ыратать. Ăш пăтранать е вар-хырăм пăсăлать. Сероза менингичĕн уйрăм палли – шăм-шак сурни, хырăм ыратни, тăн çухатасси те пулать е шăнăр туртса лартать. 4-7 кунран температура чакать, çиччĕмĕш кун тĕлне менингит симптомĕсем палăрми пулаççĕ. Çапах та асăрханулăха чакармалла мар. Чирлĕ ача тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен амак лăпланнă пек пулнă хыççăн тепĕр хут аталанса кайма, тĕп тата перифери нерв тытăм- ĕнче патологи улшăнăвĕсем çиеле тухма пултараçĕ. Тĕпчевĕн вирусологи тата серологи мелĕсем чир пуçаракан микроба уçăмлатма пулăшаççĕ.
Бактери (туберкулез) менингичĕ. Чирĕн паллисем майĕпен тухса палăраççĕ: ача ывăнать, вăйĕ пĕтет, пуçĕ ыратать, хытă тарлать, апат анманнипе аптрать. Унăн характерĕ улшăнать: йĕрмĕшет, час-часах сăлтавсăрах кÿренет, вăй çуккипе ыйхă пусать, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ чакать. Çав вăхăтрах ÿт температури чылай вăхăт 37,5-38 градус шайĕнче тăрать. Пуç пĕр вĕçĕм ыратнипе хăстарма пултарать. Çакнашкал тапхăр 2-3 эрнене тăсăлать. Ун хыççăн менингит симптомĕсем сисĕнеççĕ, чылай чухне куç вăйĕ чакать.
Диагноза вăхăтра тата тĕрĕс лартмасан, сиплеме тытăнмасан пуç мими сиенленнине çирĕплетекен паллăсем уçăмланаççĕ.
Сероза менингитĕнчен асăрханас тесен ачасемпе çул çитмен çамрăксене санитарипе эпидемиологи служби ирĕк паман пĕве-кÿлĕре шыва кĕме чармалла. Вĕретнĕ шыв кăна ĕçмелле. Пахча çимĕçе, улма-çырлана вĕретнĕ шывпа çунă хыççăн кăна çимелле. Унсăр пуçне санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, апатланма лариччен алла супăньпе çумалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, спортпа туслашмалла тата туллин канмалла.
Асра тытăр: сероза менингитне стационарта тухтăрсем сăнаса тăнипе сиплемелле. Пĕчĕк ачасен температури пысăк, хăсаççĕ пулсан – тÿрех врач патне илсе кайăр.
О.ЛЬВОВ, педиатр.