Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана кĕме чарнă

27 июля 2013 г.

Вăрмана кĕме чарнă

ÇАНТАЛĂК шăрăх тăнăран республикăри вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви вут-кăвартан сыхланас тĕллевпе ятарлă хушу кăларнă. Июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа августăн 9-мĕшĕччен вăрмансене çуран тата транспорт хатĕрĕсемпе ирĕккĕн кĕрсе çÿреме чарнă.

Министерство çынсене вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнма чĕнсе калать. Çавăн пекех вăрманта е унпа юнашар территорире вут хыпса илнине асăрхасан ЧР Çут çанталăк министерствин «Вăрман пушарĕн служби» бюджет учрежденийĕн диспетчер пунктне çак телефонпа: 8(8352) 40-24-00 е вăрман хуçалăхĕн пĕрлехи номерĕпе: 8-800-100-94-00 шăнкăравласа пĕлтерме сĕнет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика