Район администрацийĕн экономика пайĕ ирттернĕ апат-çимĕç хакĕсен мониторингĕ çакна кăтартса панă. Вăтам хаксене шутласа илнĕ. Çак апат-çимĕç хакĕсем чакнă (килогрампа):
– сысна какайĕ – 161,50 тенкĕ (5,50 тенкĕ чакнă);
– ĕне çăвĕ – 206,38 тенкĕ (82 пус чакнă);
– çăмарта (1 теçетке) – 30,30 тенкĕ (93 пус чакнă).
Çак апат-çимĕçĕн хакĕ ÿснĕ:
– чăх какайĕ – 95,30 тенкĕ (1,75 тенкĕ ÿснĕ);
– шăнтнă пулă – 72,10 тенкĕ (26,50 тенкĕ ÿснĕ);
– тип çу – 57,10 тенкĕ (4,80 тенкĕ ÿснĕ);
– сĕт – 32,35 тенкĕ (3,10 тенкĕ ÿснĕ);
– сахăр песукĕ – 30,98 тенкĕ (80 пус ÿснĕ);
– тулă çăнăхĕ – 23,40 тенкĕ (60 пус ÿснĕ);
– рис – 34,52 тенкĕ (2,62 тенкĕ ÿснĕ);
– вермишель – 29,80 тенкĕ (2,82 тенкĕ ÿснĕ);
– купăста – 22,80 тенкĕ (1,32 тенкĕ ÿснĕ).