МУСКАВ, 1963 çулхи июнĕн 16-мĕшĕ. Космосра – тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавт. Орбитăран В.Терешкова салам ярать...
Ярославль облаçĕнче Тутаев районĕнчи Масленниково ялĕнче çуралса ÿснĕ пулас космонавт. Вăтам шкул хыççăн вăл область центрĕнчи çăмăл промышленность техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренме тытăннă, шăпах çак çулсенче парашют спорчĕпе кăсăкланма тытăннă. Ахăртнех, шăпах çакă ăна космоса çул уçма пулăшнă пулĕ.
1962 çулта ăна тата тăватă хĕре космонавтсен йышне кĕртнĕ. Ун хыççăн – нумайхи йывăр тренировкăсем, хăнăхусем. Хĕрсенчен кама чи малтан инçе вĕçеве ярас ыйту тухса тăрсан, комисси шăпах В.Терешкова ячĕ çинче чарăнса тăнă: пĕрремĕш хĕрарăм космонавт – вăл.
«Восток-6» караппа космоса парăнтарнă Валентина Терешкова. Унпа пĕрлех орбитăра Валерий Быковский космонавт та пулнă, «Восток-5» карапа тытса пынă.
В.Терешкова каланă тăрăх, вĕçев умĕн унăн хăрушлăх пирки шухăш та пулман. Палăртнă программăна пĕтĕмпех пурнăçланă вăл. Унăн позывнойĕ – «Чайка».
В.Терешкова вĕçевре пĕр талăк пулмалла пулнă. Çав вăхăтрах, С.Королев тĕп конструкторпа килĕшсе татăлнă тăрăх, çак вăхăта тăсма пултарнă. Çапла пулнă та: Валентина космосра 2 талăк та 22 сехет, 50 минут пулнă.
Хальхи вăхăтра В.Терешкова – РФ Патшалăх Думин депутачĕ. Вăл космосра пулнăранпа нумаях пулмасть шăпах 50 çул çитрĕ. Çак пулăм палăрăмсăр юлмарĕ: Раççей Президенчĕ Совет Союзĕн Геройне Александр Невский орденне парса чысларĕ.