Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсрăн – явап тыт

27 июля 2013 г.

Саккуна пăсрăн – явап тыт

Федерацийĕн гражданла Следстви комитечĕн Чăваш Республикин Следстви пайĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенче тунă преступленисене уçса парассишĕн тăрăшать. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕнче 212 ытла ĕç пăхса тухнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çакă сахалрах, ун чухне 365 ĕç пăхса тухнă.

Тунă преступленисене уçăмлатса 118 ĕçе тĕпчесе уголовлă ĕç пуçарнă. 85-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма хирĕçлесе йышăну тунă. 46 ĕçе тĕпчесе вĕçне çитернĕ Преступление пула сиен 249 пин тенкĕлĕх пулнă пулсан, 223 пинне саплаштарма пултарнă. РФ УПК 115 статйипе килĕшÿллĕн пуянлăх çине 680 пин тенкĕлĕх арест хунă.

Çапах та мĕнлерех преступленисем тăваççĕ çынсем; Ирĕксĕрлесе ар хутшăнăвне кĕме хĕсĕрлени (РФ УК 133 ст.), çыннăн кил-çуртне саккуна пăсса кĕни (РФ УК 139 ст. 1 пайĕ), япала туса кăларни, ăна упрани, куçарса çÿрени, сутни, хăрушсăрлăх требованине пăхăнмасăр ĕçсем пурнăçлани (РФ УК 238 ст. 1 пайĕ), должноçри çынна взятка пани (РФ УК 30 ст. 3 пайĕ, 291 ст. 1 пайĕ) тата ытти тĕрлĕ преступлени тунă тĕслĕх тупса палăртнă.

Коррупципе çыхăннă преступленисем те тĕл пулаççĕ. Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи УФСБ ĕçченĕсемпе, территорисенчи прокурорсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесе кун йышши ĕçсене пурĕ 92 ĕç тупса палăртнă. Вĕсене тишкернĕ хыççăн 74-шĕ тăрăх суд хăйĕн йышăнăвне тăвĕ. Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ те çак йыша кĕнĕ.

Халĕ çул çитмен çамрăксем тăвакан преступленисемпе те тăрăшса ĕçлеме тивет. Шел те, çул çитмен çамрăксем саккуна пăснă тĕслĕхсем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн те, аслăраххисемпе каварлашса та преступлени тăваççĕ. Пĕрремĕш çур çулта çул çитмен çамрăксемпе çыхăннă 17 ĕç тунине палăртнă. Пĕр çул çитмен çамрăкăн суд сакки çине лармалла пулĕ.

Килте юхтарса хатĕрленĕ эрех-ханша сутакансене никама та пуçран шăлмаççĕ. Вĕсем сутакан эрех-ханша, экспертиза палăртнă тăрăх, çын организмĕшĕн сиен- лĕхпе палăрса тăрать. Çакнашкал «бизнесменсемпе» те вирлĕн кĕрешме тивет.

Ирĕксĕрлесе ар çыхăнăвне кĕме хĕсĕрлени пĕр хутчен (пĕлтĕр – 2) çеç пулнă..

Çынна хĕнесе вĕлернĕ е вĕлерме хăтланнă тĕслĕхсем кăçалхи çур çулта пĕр тĕслĕх пулнă, пĕлтĕр çак тапхăрта – 3 преступлени.

Иртнĕ çулсенче тупма пултарайман преступленисене уçăмлатасси енĕпе те ĕçлетпĕр. Нумаă çул хушши вĕсене тунă çынсем камсем пулнине палăртайман, вĕсен тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарайман. Ку енĕпе 2011 çултанпа «вăрртăнлăхра» тăнă 3 преступление кăçал уçăмлатнă.

Çынсем пирĕн пата ыйтупа тухнă тĕслĕ-хсем те чакнă. Пĕлтĕр 61 пулнă, кăçал ултă уйăхра – 34. Патăрьелĕнчи Следстви уйрăмĕ Шăмăршă районĕнчи 8 çынна йышăннă.

Пирĕн тĕллев – Конституци принципĕ-сем пуриншĕн те пĕр пек пулнине, саккунсене пăхăнса пурăнмаллине асăрхаттарса пырасси.

Р.ШАЙХАЛОВ,

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертÿçи, юстици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика