Çулне кура мар çамрăк курăнать çак арçын. Унра вăй-хал тапса тăрать, ырă кăмăл палăрать. Çынсемпе ăшшăн калаçать, шÿтлесе те илет. Çав вăхăтрах кирлĕ та ăслă сĕнÿ парса та пулăшма пултарать. Тен, çавăнпах унпа хăйĕнпе пĕр çултисем те, унран самай кĕçĕнреххисем те нумайччен калаçаççĕ. Утти унăн яш каччăннинчен пĕрре те кая мар, яштака та пиçĕхнĕ пÿ-силлĕскер çамрăк чухнехиллех халĕ те вăр-вар та правур вăл. Ăна районта палламан çын сахал пулĕ, уйрăмах вăл вĕрентекенсене çывăх, нумай çул хушши çамрăк ăрăва ăс парас ĕçре ырми-канми вăй хунă. Вăл – Вячеслав Кузьмин.
Вячеслав Михайлович Палтиелĕнче çуралнă. Ачалăхне хаваслă та усăллă ирттернĕ: юлташĕсемпе вылянă, аслисенчен ĕçе хăнăхнă. Шкул çулĕсенче пĕрремĕш вырăнта уншăн вĕренÿ пулнă. Пĕлÿ гранитне тăрăшса «кăшланă» вăл, мал ĕмĕтлĕ ача веçех пĕлме тăрăшнă: кĕнекесем вуланă, кăткăс задачăсем шутланă... Вăхăчĕ-вăхăчĕпе ирчченех ларнă вăл кĕнеке умĕнче. Шкул сакки çинчех В.Кузьмин вăрттăн ĕмĕтпе пурăннă, экзаменсене ăнăçлă тытса вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Çутă ĕмĕтне вара çилпе вĕçтермен каччă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи (халĕ – университет) физикăпа математика факультетне, физика уйрăмне, вĕренме кĕнĕ. Кунта та вăл вăхăт ирттермелле кăна вĕренмен, занятисем хыççăн библиотекăра хăйне кăсăклантаракан материал шыранă, конспектсем çырнă. Студент вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайнă, ĕнерхи студент алла диплом илсен, 1975-76 вĕренÿ çулĕсенче, Анат Чаткасри шкулта ачасене физика вĕрентме пуçланă. Тытăннă вара вĕрентекенĕн канăçсăр пурнăçĕ: вĕрентесси, уроксене хатĕрленесси... Çакă маттур та пултаруллă çамрăка пĕрре те хăратман, вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕшĕн савăнса уроксене васканă. Малалла Вячеслав Михайлович Палтиелĕнчи вăтам шкулта вăй хума тытăннă. Тăван ялта 4 çул ĕçленĕ.
1982 çулта вара В.Кузьмина Карапай Шăмăршă шкул директорĕн тилхепине шанса панă. Çакă ăна татах та яваплăрах та тăрăшулăрах пулма хистенĕ. Малтан кунти кивĕ шкулта тăрăшнă, кайран çĕнĕ çурт хăпартма пуçласан, ир пуçласа каçчен хĕрÿ ĕçре пулма тивнĕ. Йывăрлăх умĕнче пуç усма хăнăхман ертÿçĕ, ялан малалла – çĕнни патне ăнтăлнă. Директорта ĕçленĕ чухне Карапай Шăмăршă шкул ачисем вĕренÿре те, спортра та пысăк çитĕнÿсем тунă. Вĕренекенсем ăмăртусенче малтисен ретĕнчен пĕрисем пулнă. Хăй те, спортпа туслăскер, ăмăртусене хутшăннă. Çавăн пекех, юрра-ташша та кăмăллаканскер, илемлĕ пултарулăх концерчĕ-сене хутшăннă, ăсталăхĕпе куракансене тĕлĕнтернĕ, савăнтарнă. Карапай Шăмăршăра ĕçленĕ вăхăта Вячеслав Михайлович пурнăçĕнчи «ылтăн вăхăт» тесе палăртать.
Юлашки вăхăтра В.Кузьмин район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕнче инженер пулса тăрăшать.
Çак ырă çыннăн пурнăçĕнчи тепĕр тапхăрĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Яш каччă чухне, юнĕ вĕресе тăнă вăхăтра Вячеслав Михайловичăн чĕринче те юрату туйăмĕ вăранмасăр тăрса юлма пултарайманах ĕнтĕ. Институтра вĕреннĕ чухне унăн куçĕ Çĕмĕрле районĕн хĕрне пĕрмай шыранă. Раиса Дмитриевна каччă чĕрине вут хыптарнă. Виçĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн вĕсем чаплă туй кĕрлеттернĕ. Кил- ĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма пуçланă. Çемьере йыш та хутшăннă, вĕсем икĕ ывăл çуратса тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, инкек аслă ывăлĕн пурнăçне вăхăтсăр татрĕ, вăл çут тĕнчерен çамрăклах уйрăлса кайрĕ. Аслашшĕпе асламăшне савăнтарса мăнукĕсем чупса çÿреççĕ. Вячеслав Михайловича час-часах мăнукĕ-сене çавăтса утнине, вĕсемпе ăшшăн калаçса пынине курма пулать.
Вăхăт сисĕнмесĕр ялан малалла чупать. Çаврăнса пăхатăн та, ачалăх та, çамрăклăх та инçе-инçе юлнă, вĕсен хыççăнах вăй питти вăхăчĕ те аякка-аякка кайса пырать. Апла пулсан та пурăнса ирттернĕ кун-çулшăн пĕрре те пăшăрханмалла мар. Çыннăн ĕмĕтпе, ырă шухăшпа, тĕллевпе пурăнмалла. Ун чухне аса илмелĕх, пулни-иртнине ачасене, мăнуксене каласа памалăх та пур. Шăпах çак сăмахсем В.Кузьмина тÿрремĕнех пырса тивеççĕ, вăл çапла пурăнать. Унран вĕренмелли те нумай.
Хĕрÿ ĕçре тăрăшса Вячеслав Михайлович 60 çула та çитрĕ. Ăна çак чаплă юбилейпе, унăн мăшăрĕ, ывăлĕ, кинĕ-сем, мăнукĕсем, тăванĕсем çумне хутшăнса, ăшшăн-ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.
А.МИХАЙЛОВ.