Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Трактор» операци-уйăхлăх

31 июля 2013 г.

ТРАКТОРСЕН, çул-йĕр машинисен тата ытти техника хатĕрĕсемпе вĕсен прицепĕсен хăрушсăрлăхне тĕрĕслес енĕпе Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсене тĕрĕслесе тăракан Патшалăх инспекцийĕ кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен ятарлă «Трактор» профилактика операцине ирттерме йышăннă. Ку ĕç Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр управленийĕ хутшăннипе пурнăçланать.

«Трактор» операци вăхăтĕнче тракторсен, çул-йĕр техникин, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен техника шайне тĕрĕслеме палăртнă. Вĕсем хăрушсăрлăх правилисен ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ-и – çакă та çирĕп тимлĕхре пулĕ. Çавăн пекех асăннă техника хатĕрĕсем тăван тавралăха, экологие мĕнлерех витĕм кÿнине те тĕрĕслĕç.

Н.ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх техника тĕрĕслевĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен инспекцийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика