Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – виççĕмĕш

31 июля 2013 г.

Районти 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕсем Патăрьелĕнче республикăри кăнтăр районсенчи пушар чаçĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртусене хутшăннă. Кунта ентешсем лайăх енчен палăрнă. Виçĕ ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн – 100 метра чупасси, тăваттăмĕш хута чăрмавсем витĕр хăпарасси, пушар сÿнтернĕ вăхăтри хастарлăха кăтартасси – Шăмăршăсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сергей Исянов 100 метра чупса мала тухнă.

Районти пушар чаçĕн ĕçченĕсем республикăра иртекен кашни ăмăртуранах Диплом-Грамотăсемпе таврăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсене районти ăмăртусенче та час-часах курма пулать. Пултаруллă та харсăр пирĕн ĕçченсем.

А.НИЗАМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика