Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнă

31 июля 2013 г.

Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнă

Пуянкассинче пурăнакан А.Андреев ырă кăмăллă, тарават çын. Вăл хăйĕн кун-çулне хĕрÿ ĕçре ирттернĕ. Шкул хыççăн Ульяновск облаçĕнче тракториста вĕренсе тухнă та тăван колхозра вăй хума тытăннă.

Виçĕ çул хушши тракторпа ĕçленĕ, сывлăхĕ кăштах хавшасан мĕн пенсие кайичченех, каярах та тата темиçе çул, вăрлăх тасатса сортлакан агрегатсене ĕçлеттернĕ.

Ĕçре вăл яланах тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Нихăçан та паянхи ĕçе ырана хăварман. Тумаллине çав вăхăтрах пурнăçлама тăрăшнă. Йĕтем çинче ĕçлекен хĕрарăмсем те унăн ĕçĕпе кăмăллă пулнă. Вăл нихăçан та хăр-хар кăшкăрашман, мĕнле йывăр лару-тăрăва та кулăша çавăрса ирттерсе яма тăрăшнă. Çавăнпах ĕнтĕ халĕ те Анатолий Петрович пирки ырăпа кăна аса илеççĕ.

А.Андреевăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Ăна хаклă парнесемпе, Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Вĕсенчен те пысăкрах парне – ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ят панă.

Анатолий Петровичпа унăн мăшăрĕ – Вера Михайловна – пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Ватăсене савăнтарса çичĕ мăнук та çитĕнет. Пĕлтĕр Андреевсем икĕ хутлă çĕнĕ çурта кĕнĕ. Кĕçĕн ывăлĕн Александрăн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ.

70 çула çитнĕ пулсан та А.Андреев алă усса лармасть. Вăй çитнĕ таран кил таврашĕнче ĕçлет, ялти обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать.

Ялти сумлă ветерана сума суса Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем уяв каçĕ йĕркеленĕ. Унта Анатолий Петрович пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин саламласа район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Юбиляра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Н.Тимофеева, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Г.Андреева та ырă сăмахсемпе аса илсе саламланă. Ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕ çак каçа юрă-ташăпа илем кÿнĕ.

Л.АНТОНОВА,

ялти ветерансен канашĕн

председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика