Чăвашсен паллă поэчĕ Петĕр Эйзин (Петр Дмитриев) Элĕк районĕнчи Энехмет
ялĕнче 1943 çулхи августăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл – чăваш литературинче хăйне майлă сăвăç: хăйĕн сăввисене ытларах ирĕклĕ виçепе хайлать. Çавăнпа вĕсем хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ: автор кĕске сăвăрах пысăк шухăша уçса пама пултарать.
Вăтам шкул хыççăн пулас поэт Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Çартан таврăнсан, 1967-1968 çулсенче Красноармейски район хаçатĕнче литсотрудник, яваплă секретарь пулнă. 1968 çултанпа Чăваш патшалăх кĕнеке издательствинче вăй хурать. Çак хушăра вăл кунта корректор та, редактор та, илемлĕ литература, ача-пăча литератури пайĕн заведующийĕ те пулнă.
Петĕр Эйзинăн хайлавĕсем 1962 çулта пичетленме тытăннă, коллективлă сборниксенче кун çути курнă. Çĕнĕ автора вулакансем те, критика та çийĕнчех асăрханă. Çакă чăваш литературине пултаруллă сăвăç çирĕппĕн ярса пуснине çирĕплетнĕ. Çыравçă хăйĕн сăввисенче тĕрлĕрен темăсене хускатнă. Унăн пултарулăхĕн тĕп жанрĕ – верлибр. Чăваш поэчĕсенчен çак майпа çыракансем çукпа пĕрех. Ку виçен – хăйĕн меслечĕсем.
Куçару ĕçĕнче те хастар П.Эйзин. Вăл 1984 çулта Венгри юмахĕсене чăваш вулаканĕсем патне çитернĕ. Чăваш ачисене 4 класра вĕрентмелли учебника та вăлах çырса хатĕрленĕ.
Петĕрĕн паллăрах кĕнекисем: «Кăвайт», «Сар хĕвел», «Çĕмĕрт çути», «Тилĕ тус», «Анне пехилĕ». Вырăсла «Весенняя капля» кĕнеки кун çути курнă.
Петĕр Эйзина 1980 çулта СССР Писательсен союзĕн членне йышăннă. Ыран çитмĕле çитекен поэт халĕ те тухăçлă ĕçлет, çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем калăплать.
УЛА ТИМĔР.